Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе - ăшă саламсем

Çул вĕçлениччен шутлă кунсем юлсан Юхмапа Пăла тăрăхĕн ертỹçисем фермăсенче тăрăшакансем патĕнче хăнара пулаççĕ. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансене вырăна çитсе саламлама тытăннă.

Çак кунсенче вĕсем "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнче, "Родина", "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, И. Каргина, К. Салихов фермер хуçалăхĕсенче пулнă.

Выльăх пăхакансене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă май хăнасем фермăра тăрăшакансене ĕçе чунтан парăнса вăй хунăшăн тав тунă.

- Эсир выльăх-чĕрлĕхе юратнипе, тапса тăракан вăй-халпа палăратăр. Кану кунне, çанталăк условийĕсене пăхмасăр фермăна васкатăр. Çăмăл мар ĕçĕршĕн, йывăрлăхсене парăнтарса тăрăшнăшăн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей, çемьере килĕшỹ, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, ыранхи куна шанчăклăн пăхма сунатăп. Сирĕн пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр, - тенĕ Виктор Игоревич. Çавăн пекех вăл çак отрасльти кăтартусемпе паллаштарнă.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов ветеринари правилисене пăхăнни, профилактика мероприятийĕсене планпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пыни, санитари кунĕсем ирттерни выльăх йышне упраса хăварма, продукци ытларах илме май панине каланă.

 Фермăра ĕçлекенсене саламласси малалла пырать, çывăх вăхăтра ертỹçĕсем ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене те çитеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



23 декабря 2022
13:30
2022 год
Поделиться