Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЗАГС органне -105 çул

 Раççейре ЗАГС органĕ ĕçлеме пикеннĕренпе 105 çул çитрĕ. Çак ятпа декабрĕн 16-мĕшĕнче районти Мăшăрлану çуртĕнче сумлă уяв иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ЗАГС тата муниципаллă служба ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Юбилей уявне пуçтарăннисене ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина асăннă службăн историйĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те вăл мĕнле аталанса пыни, унăн хисеплĕ ертỹçисем, ял тăрăхĕсенче çак ыйтупа тăрăшнă специалистсем пирки каласа пачĕ. Акă, Тутар Сăкăтĕнчи Хальберия Сабитова, Аслă Чементи Галина Никифорова, Первомайскинчи Валентина Романова, Пăлапуç Пашьелĕнчи Вера Храмова вăхăтĕнче ял тăрăхĕсенче секретарь пулса гражданла тытăмăн акчĕсене регистрацилесе пырас ĕçре 22 - 28 çул тăрăшнă. Вĕсем пурте ырă ята тивĕçлĕ специалистсем пулнине палăртрĕ Наталья Васильевна.

Чăваш Республикин Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2000 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа ЗАГС уйрăмĕн тивĕçĕсене республикăри юстици министертствине панă, 2003 çултанпа вара ял тăрăх администрацийĕсенче пурнăçласа пынă çак ĕç районти ЗАГС уйрăмĕн яваплăхĕ çине куçнă. Çавăнтанпа Патăрьел район администрацийĕн ЗАГС пайĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать, республикăра та кăтартуллисен йышĕнче. 2018 çулта "Чăваш Республикинчи чи лайăх ЗАГС" хисеплĕ ята çĕнсе илни, 2020 çулта Патăрьел райончи ЗАГС пайне "2019 çул итогĕпе гражданла тытăмăн акчĕсене регистрацилес сферăри ĕçе пысăк шайра йĕркеленĕшĕн" Чăваш Республикинчи юстици ĕçĕсен патшалăх службин Хисеп грамотине тивĕçни те çакнах çирĕплетет.

Паянхи кун граждансем районти ЗАГС пайĕн çичĕ тĕрлĕ электронлă çăмăллăхĕпе усă кураççĕ: ача çуралнине, çын вилнине, мăшăрсем пĕрлешнине, уйрăлнине, ашшĕ пулнине, ача усрава илнине ĕнентерекен документсем хатĕрлеççĕ, гражданла тытăмăн патшалăх регистрацийĕн свидетельствине тепĕр хут хатĕрлесе параççĕ.

Пĕлме:

ЗАГС пайĕнчи документсем унта 100 çул упранаççĕ. Ун хыççăн вĕсене район архивне параççĕ. 1926-2022 çулсенче 794 кĕнеке пуçтарăннă. Кăçалхи декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне мĕн пурĕ 226 513 çырав (запись) пулнă.

Уяв мероприятийĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, халăха ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă муниципаллă служба ветеранĕсене - Вера Храмовăна (Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ), Вера Бородовăна (Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕ), Валентина Романовăна (Первомайски ял тăрăхĕ), Раиса Анисимовăна (Ишлĕ ял тăрăхĕ), Алиса Тинюковăна (Сăкăт ял тăрăхĕ) тата Патăрьел район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ветеранне Галина Козловăна "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" медальпе, районти ЗАГС пайĕн специалист-экспертне Валентина Петровăна Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

 Çĕршывра ЗАГС органне туса хунăранпа 105 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ районти мероприятие çемье юбилярĕсене те йыхравланă. Апрушнайĕнчи Дмитрий Ивановичпа Елена Фоминична Хмелевсем тата Шăнкăртамри Фиргат Бедертдиновичпа Миндания Минивелиевна Тухфетулловсем çур ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ çемье те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă, йышлă ача çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Хмелевсемпе Тухфетулловсене те "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" медальпе чыс турĕç, 50 çул пĕрле пурăннă мăшăрсем çемье юбилярĕсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç.

А. ЕГОРОВА

 

Авангард



20 декабря 2022
13:43
2022 год
Поделиться