Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ

Ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ

Раштавăн 15-мĕшĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем Сăкăтри вăтам шкулта вăй хуракан Анюрова Елена Валерьевнăн ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ.

30 ҫула яхăн вăл ҫитĕнекен ăрăва ҫирĕп пĕлӱ парас ĕҫре тимлет. Пултаруллă педагог ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, пĕтĕмлетÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, уроксенче тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курма тăрăшать. Ҫамрăк ăрăва атте-аннене, тăван чĕлхене, ҫĕр-шыва юратма та хисеплеме вĕрентет.

Пĕрремĕш категориллĕ учитель ҫулсерен хăйĕн вĕренекенĕсене район, республика, Раҫҫей шайĕнчи  олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене явăҫтарать. Ҫĕнтерӳҫĕсемпе призерсен шучĕ те ӱссе пырать. Ҫулсерен пĕтĕм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин муниципалитет, республика тапхăрĕн ҫĕнтерӳҫипе призерĕсене хатĕрленĕ пултаруллă вĕрентекен.  2019 ҫулта вара унăн вĕренекенĕ Раҫҫей шайĕнче ҫĕнтерӱҫĕ пулнă, республика Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӱллĕн гранта та тивĕҫнĕччĕ пултаруллă вĕрентекен.

Вĕрентӳре, палах, паян çĕнĕлĕхсем самай, çавăнпа та Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ - воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнса пырать. Ачасене пур енлě те аталантарас тесе педагогсем вĕрентÿре тĕрлĕ çул-йĕр, çěнě меслетсемпе майсем шыраççĕ.

Кашни вĕренекене хăйĕн пултарулăхне палăртма Елена Валерьевна класс тулашĕнчи ĕҫсене те йĕркелесе пырать, ҫулсеренех предмет эрнисене те тивăҫлĕ шайра хатĕрлесе ирттерет. Кабинечĕ те пуян Елена Валерьевнăн: тĕрлĕ дидактика материалĕсене, стендсене ҫĕнетсех тăрать. Кунтах компьютер, мультимедийлă проектор пурри те уроксене тивĕҫлĕ шайра ирттерме чылай ҫăмăллататать. Ачасене вĕрентес ĕçре информаци технологийĕсене кĕртни сисĕм-туйăм процесне, шырав-тĕпчеве тĕрлĕ майлă, интереслĕ те кăсăклă тума пулăшать. «Интернет та мультимеди те кĕске хушăрах нумай информаци параççĕ, çавна пула ачасен вĕренес кăмăлĕ ÿсет. Мультимеди пулăшăвĕпе вĕренекенсем хаçат-журнасенчен, телевиденирен информаци пухаççĕ», - хăйĕн ĕҫĕпе паллаштарать Елена Анюрова.



19 декабря 2022
10:21
Хроника
Поделиться