Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кутсăр-пуçсăр çил-тăман тухсан...

Çул-йĕр ĕçченĕсем хĕле мĕнле хатĕрленнине вăхăт кăна кăтартса парать. Кăçал вара чăн-чăн тĕрĕслев пырать тейĕн. Çил-тăман та вĕçтерет, пăрлă çумăр та çăвать. Ун хыççăн вара хăть коньки тăхăнса урама тух. Ĕçе каякансен, çула тухакансен вара ниме пăхмасăр палăртнă çĕре çитмелле. Çавăн пекех инкек-синкек тухас хăрушлăх та пур, кун пек чухне пушар, васкавлă пулăшу машинисем вырăна вăхăтра çитчĕр тесен асфальт таса пулмалла.

Район пĕлтерĕшлĕ çулсен 60 çухрăмне И. Рубцова предприниматель пăхса тăрать. Унăн представителĕпе Валерий Рубцовпа телефонпа çыхăнса хĕле мĕнле хатĕрленнипе кăсăклантăмăр.

- Çулсене пăртан сапма хăйăрпа тăвар хутăшне 700 тонна хатĕрленĕ. Техника та ĕçе тухма юрăхлă. Шăпах хĕлле усă курмалли 10 шутланать, вĕсем пурте юсавлă. Машинăсемпе тракторсем çĕмĕрĕлсен çийĕнчех хатĕррисен ретне лартма тăрăшатпăр, çакна валли ăшă гараж та, юсав пайĕсем те пур. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Кадрсем çителĕклĕ. Çул чăрмав ан кăлартăр тесе дежурство та йĕркеленĕ. Çанталăка кура техника ирхи 3-4 сехетре те, маларах та çула тухса тасатать, - терĕ Валерий Петрович. Патăрьелĕнчи аслă урам икĕ айккипе тăсăлакан тротуар та тимлĕх ыйтать. Унпа пĕр вĕçĕм çынсем çỹренине шута илсе вăхăтра тирпейлемелле, çынсем шуса ỹксе инкек ан курччăр тесе те тăрăшмалла.

Патăрьел ял тăрăхĕ тротуара пăхса тăрассипе "Чистое село" пĕрлешỹпе килĕшỹ тунă. Çул пăрлă чухне хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ, çавăн пекех юртан та тасатаççĕ.

 Район центрĕнче ку йывăрлăха татса панă пулсан, ялсенче урамсенчи çулсем пăрланса кайнăран утма май çук. Кинемейсемпе мучисене те коньки тăхăнтарасшăн-ши? Аслă çулхисен те çăкăр та çиес килет, коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн те тỹлемелле, больницăна та каймалла. Çаксене шута илсе тивĕçлĕ йышăну тăвасчĕ.

О. ПАВЛОВА

 

Авангард



16 декабря 2022
11:59
Поделиться