Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Манмастпăр сана, Игорь

 Декабрĕн 9-мĕшĕнче - Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕнче - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çак пĕлỹ çурчĕн выпускникне, Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă ентеш-паттăра Игорь Иванова асăнса Асăну хăми уçрĕç.

Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультура тата спорт, çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, Игорь Ивановăн амăшĕ Тамара Ильинична, тăванĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

 Игорь 2000 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн республикăн тĕп хулинчи машина тăвакан техникумра малалла пĕлĕвне тăснă. Программист специальноçне алла илнĕ. 2020 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче контрактпа çар службине тăнă. Вăл юлташĕсем хушшинче ĕçлĕхлĕ пулнипе, дисциплинăна пăхăннипе, çар ĕçне лайăх пĕлнипе палăрнă. Командирсем те ăна ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă. Кăçалхи мартăн 25-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцинче нацистсемпе хирĕç çапăçса куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Ăна вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Çамрăк та тĕреклĕ каччă пирки иртнĕ вăхăтра калаçма та, çырма та питĕ йывăр. Пурăнмалла та пурăнмалла, çут тĕнче илемĕпе савăнмалла чухне ирсĕр тăшман ун пуçне çирĕ. Игорь паян пирĕн хушăра çук пулсан та ячĕ ĕмĕр асра пуласса шансах тăратпăр. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртрĕ. Вăл И. Иванов çĕршывăн чăн-чăн паттăрĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулнине каларĕ.

Амăшĕ - Тамара Ильинична Иванова - сăмах илнĕ май ывăлне хисепленĕшĕн, унăн ятне манăçа кăлармасăр пурнăçланă ĕçсемшĕн район администрацийĕн пуçлăхне, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорне тата коллективне, мероприятие хутшăннă мĕн пур çынна куççуль витĕр тав турĕ. Игорь йывăрлăхсене парăнман, мал ĕмĕтлĕ ача пулнине пĕлтерчĕ.

Хумхануллă самант. Салтак ячĕпе Асăну хăмине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева тата Тамара Иванова уçрĕç. Унтан вара пурин çине те çар тумĕ тăхăннă çап-çамрăк каччă ăшшăн тинкерет, хăйне çапла сума сунăшăн тав тунăнах туйăнать.

Асăну хăми умне мепроприятие хутшăнакансем чĕрĕ чечексем хучĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



13 декабря 2022
10:28
Поделиться