Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волонтерсен ĕçĕ пархатарлă та, сумлă та, сăваплă та...

РАÇÇЕЙ Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн çĕршывра ырă ĕç тăвакан волонтерсен ушкăнне йĕркелесе янăранпа кăçал пилĕк çул çитрĕ. Ĕнер, декабрĕн 5-мĕшĕнче, шăпах пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн кар тăракан хастарсем хăйсен уявне паллă турĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те волонтерсен ушкăнĕ пур. Турханти Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пыракан "Медик-волонтерсене" районта пĕлеççĕ çеç мар, вĕсен пулăшăвне, тимлĕхне те чылайăшĕ туяççĕ, кураççĕ. Шкулта вĕренекен çамрăксем хăйсен ял тăрăхĕнчи çынсене тĕрлĕ ĕçре пулăшнипе, вĕсен сывлăхĕшĕн пархатарлă ĕçсем тунипе, акцисене хутшăннипе çеç çырлахмаççĕ, районти ытти яла та тухса çỹреççĕ, аслă çулхисен юн пусăмне, сахăр тытăмне тĕрĕслеççĕ тата ытти те. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă теççĕ ваттисем. Волонтерсене вара кашни ватă пуç таять, малашнехи ĕçре ăнăçу сунать.

Авангард



06 декабря 2022
08:31
2022 год
Поделиться