Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туризма аталантарассине сỹтсе явнă

 Субъект кăсăклă объектсемпе пуян пулни çеç çителĕксĕр. Регионсен хăйсен туристсене илĕртме те, мĕн пур пуянлăха тĕрĕс кăтартма та пĕлмелле. Туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çак кунсенче Чăваш Енре иртнĕ анлă форумра сỹтсе явнă. Декабрĕн 2-мĕшĕнче ăна пленарлă ларура пĕтĕмлетнĕ.

Раççейре пурăнакансем паянхи кун ют çĕршывсене мар, ытларах хамăр çĕршыври тĕрлĕ региона çитсе курма ăнтăлаççĕ. Çавăнпа республикăн вăйлă енĕсене палăртса туристсене паллă вырăнсене çитсе курма май туса панипе пĕрлех сывлăха çирĕплетме ăнăçлă аталанакан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, хăна çурчĕсенче чарăнма, республикăн тĕрлĕ кĕтесне çула тухма, çут çанталăкра канма та условисем кирлĕ. Ку енĕпе ĕçлемелли пур тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Ачасем валли те кăсăклă çул çỹрев тумалла, унпа пĕрлех çĕнĕ технологисем пирки те манмалла мар. Туризм форумне хутшăнма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Шолбан Кара-оол та килнĕ. Вăл Чăваш Енре тараватлă, республикăна чунтан юратакан çынсем пурăннине палăртнă.

А. ИВАНОВ

 Шухăш Виктор Львов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

 - Шупашкарта "Чăваш Ен туризмĕн" 8-мĕш сессийĕ - "Агротуризм - "Ял туризмĕ" - темăпа иртрĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм. Мероприяти питĕ интереслĕ, курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ.

Патăрьел районĕ ял хуçалăх районĕ шутланать, çавна май агротуризм ыйтăвĕ пирĕншĕн те питĕ çывăх. Ăна çул парассипе ĕçлеме пикеннĕ те ĕнтĕ. 2021 çулта агротуризмпа йĕркеленĕ конкурсра Шăнкăртамри Чулпан Пазюкова фермер хуçалăхĕ грант çĕнсе илчĕ. Вĕсем кану вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ.

Çавăн пекех агротуристсене валли тунă маршрута Юхмапа Пăла тăрăхне те кĕртнĕ. Курса çỹрекенсем Турханти Николай Пирожковăн ульетерапинче, Тикеш хулашĕнче тата сăвăрсен заповедникĕнче пулса кураççĕ.

Агротуризма аталантарни çамрăксене ялта тĕпленме, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ял, район экономикине вăйлатма май парасса шансах тăратăп.

Авангард



06 декабря 2022
08:45
Поделиться