Ноябрьте 19 ача çуралнă
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче 2022 çулхи ноябрь уйăхĕнчи демографи лару-тăрăвĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан начар мар: 19 пепке (иртнĕ çулхинчен пĕр ача ытларах) çуралнă, 34 çын (вун пĕр çын сахалтарах) вилнĕ.
Çут тĕнчерен уйрăлнă çемье пуçлăхĕсем вăтамран 68 çул, хĕрарăмсем вара 87 çул пурăннă. Сăмах май каласан, ача амăшĕсен ĕмĕрĕ иртнĕ çулхинчен пилĕк çул ытларах хутшăннă. Çакна тухтăрсем хĕрарăмсем хăйсен сывлăхĕшĕн ытларах тимленипе, сиплев учрежденине кайса вăхăтра диспансеризаци тухнипе, чире çийĕнчех сиплесе парăнтарма пултарнипе çыхăнтараççĕ. Çапла пулмалла та! Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче.
Авангард