Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ыйту-сĕнỹ - малашлăхра пулăшу

 Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕ туса хунă май 2023 çултан районти Общество канашĕн полномочийĕ те вĕçленет. Декабрĕн 1-мĕшĕнче район халăхĕн интересĕсене хỹтĕлекен хастарсен йышĕ (вĕсем 13-ĕн) пĕтĕмлетỹ ларăвне пуçтарăнчĕ. Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăнчĕ. Ларăва Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин ертсе пычĕ.

Чăн малтанах пухăннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне тухакан Çырăвĕ валли кĕртме хатĕрлекен сĕнỹсене пăхса тухрĕç. Тĕрлĕрен тата нумай енлĕ пулчĕç вĕсем.

Общество канашĕн членĕсем пĕр шухăшлă пулса республикăн малашнехи çул-йĕрне палăртакан тĕп документа 2023 çула халалланă Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе, ятарлă çар операцине хутшăнакансене çăмăллăх парассипе, патриотла воспитанипе, районсене муниципалитет округĕ тунă хыççăнхи çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă тата ытти ыйтăва хатĕрлесе сĕнме йышăнчĕç. Общество канашĕн пĕтĕмлетỹ ларăвĕнче районта сывлăх сыхлавĕн сферинчи пĕрремĕш звенори модернизаци, медицина ĕçченĕсене ĕçлеме, пациентсене йышăнма, пахалăхлă пулăшу пама кирлĕ условисем тăвас ыйтусемпе Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ертỹçи Николай Тинюков тухса калаçрĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех çĕнĕ ФАПсем хута каяççĕ, медицина учрежденийĕсене çĕнетеççĕ, ку чухне халăх сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ оборудованисем туянаççĕ тата ытти те. Акă, кăçал çеç Сăкăтра çĕнĕ врач амбулаторийĕ ĕçлесе кайрĕ, Первомайскинчи врач амбулаторине, Тикешри ФАПа юсаса çĕнетнĕ, тĕп поликлиника çуртĕнче те çакнашкал ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Пурнăçри ырă улшăнусем хăйех тỹрлетỹсем, йышăнусем кĕртеççĕ. Темиçе çул каялла районта васкавлă пулăшу машинисем те сахалччĕ. Халĕ вара отрасльте çулсеренех техника бази пуянланса пырать. Район больницин территорийĕнчех васкавлу пулăшу тĕллевĕпе вертолет анса лармалли площадкăна туни те çакнах çирĕплетет. Ку пĕтĕмпех район халăхĕн пурнăçне сыхлассипе, вĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пулăшу парассипе çыхăннине пĕлтерчĕ Николай Тинюков тĕп врач.

Общество канашĕн ларăвĕнче хускатнă тепĕр ыйтупа шухăш тỹрех икке пайланчĕ. Калаçу икĕ çул каялла коронавирус чирне пула вăхăтлăха хупса ковид-центрĕ уçнă ача çуратакансен уйрăмĕн малашнехи кун-çулĕ пирки. Çак тапхăрта пепкене алла илме хатĕрленекен Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчи амăшĕсем ытларах Канаша е Шупашкарти перинатель центрне кайнă. Вĕсене унта çитерме ятарлă транспорт пур, республикăри ăста специалистсем йышăнаççĕ, çуралакан ачине те, амăшне те кирлĕ пулăшу параççĕ.

Тĕп поликлиникăри юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн хальхи вăхăтра ача çуратакан уйрăмра, каярах ковид-центрта вăхăтлăха вырнаçнă специалистсем тĕп корпусра ĕçлеме пикенĕç. Район больницин тĕп тухтăрĕ малашне районта ача çуратакан 15 вырăнлă уйрăма сыхласа хăварни пĕлтерĕшлех мар, тăкаклă пулнине каларĕ. Апла пулин те канашлăва хутшăннисем ку таранччен ĕçленĕ ача çуратакан уйрăма малашне те çул памаллине те сĕнчĕç.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Общество канашĕн членĕсене пуçаруллă та хастар ĕçшĕн тав тунă май ача çуратакан уйрăма сыхласа хăварассине тĕплĕн тишкерме, çынсен шухăшне шута илме, ыйтăва васкамасăр татса пама каларĕ. Çак сĕнỹпе районти Общество канашĕн членĕсем те килĕшрĕç.

 Пĕтĕмлетỹ ларăвĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Общество канашĕн членĕсене - педагогика ĕçĕн ветеранне Людмила Софроновăна тата Митта Ваçлей премийĕн лауреатне Николай Ларионов журналиста "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" медальпе чысларĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



06 декабря 2022
08:34
Поделиться