Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача-пăча ăсталăх шкулĕ - 60 çулта

 Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, районти профсоюзсен координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова, социаллă партнер - Палестина тата Чăваш Ен халăхĕсемпе килĕшỹре тăракан обществăн республикăри организацийĕн президенчĕ Аль-Балауи-Бассам Фатхи, преподавательсем, ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕсем тата ветерансем хутшăнчĕç.

Юбилей вăл утса тухнă çула пĕтĕмлетни çеç мар. Çакăнта вĕрентнĕ, вĕреннĕ çынсен пурнăçĕнче асра юлнă анлă çулне тишкерни те. Сумлă лару-тăрура культурăри тата искусствăри тăрăшуллă ĕçшĕн, професси ăсталăхĕшĕн тивĕçлисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

 Уяв ячĕпе фойере "Чăваш тĕрри", "Ку чухнехи костюм эскизĕ", "Тутар урхамахĕ" выставкăсем йĕркеленĕ.

"Иртнинчен паянхине" фильм тата "Патăрьелĕнчи ăсталăх çурчĕн çитĕнĕвĕсем" кĕтес вĕренỹ çурчĕпе унта ĕçлекенсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне уççăн çутатрĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейри Геральдика обществин член-корреспонденчĕ, наци йăли-йĕркин тĕпчевçи, ăсталăх шкулĕн преподавателĕ Мидхать Шакиров хăйĕн ỹкерчĕкĕсен "Эпĕ сана юрататăп, Раççейĕм!" выставкине йĕркеленĕ.

Çавăн пекех преподавательсем "А.А.Кокелĕн тăван енĕ", "Çыхнă пуканесен тĕнчи", "Хавхалану", "Педагогика ăсталăхĕн хули" рекламăпа полиграфи ĕçĕсен выставкисене хатĕрленĕ. "Хĕл сăнарĕ", "Чăваш наци тумĕллĕ пукане апликацийĕ", "Шкатулкăсене илемлетесси", "Хĕллехи натюрморта ỹкеретпĕр", "Халăх культурин илемлĕ тĕнчи" мастер-классем пулчĕç.

Ăсталăх шкулĕн Çĕньялти уйрăмĕнчи "Айхи ачисем" театр студийĕн воспитанникĕсем "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" театрализациленĕ сыпăк выляса кăтартрĕç.

Çавăн пекех пухăннисем вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хатĕрленĕ "Искусствăн асамлă тĕнчи" уяв концертне пăхрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



06 декабря 2022
08:33
Хроника
Поделиться