Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сителти вулавăшпа клуб: "Ӑшшӑн ҫумма ларса калаҫар!"

   Кашни çын хăйне майлă. Çав вăхăтрах пур этем те пĕр тан сывлăх енчен уйрăлса тăратпăр пулсассăн та. Шăпах çакна шута илсе Сителти вулавăшпа клубра ĕçлекенсем «Ӑшшӑн ҫумма ларса калаҫар» ятпа мероприяти ирттерчĕç. Ӑна раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче инвалидсене ытларах тимлӗх ӳйӑрмалли кунпа ҫыхӑнтарса йӗркелерӗҫ. Унта ялти тӗрлӗ чир-чӗре куллен парăнтарса пыракан хастарсем хутшăнма кăмăл турӗç.

  Çак мероприятире килнисене çирĕп сывлăх, вăй-хал, пурнăçа юратма, çывăх çыннисен тимлĕхне сунчĕç. Оксана Хомуткина библиотекарь пухăннисене инвалидсен хальхи вăхăтра еплерех çăмăллăхсем пирки каласа кăтартрĕ, компьютерпа еплерех ĕçлемеллине вĕрентрĕ. Ҫавăн пекех вулавăшри çӗнӗ кӗнекесен куравӗпе паллаштарчӗ.

  Ирина Лякова культорганизатор сывлăх енчен уйрăлса тăракансем хушшинче викторина тата шахмат турнирĕ ирттерчĕ. Пурте ăста выляма пултарнипе тӗлӗнтерчӗç.

  Сывлăх енчен уйрăлса тăракан юлташăмăрсем çак кун çӗнӗ çул теттисем ăсталама вӗренчӗç. Вӗсем симӗс чăрăша тата зала капăрлатма хутран нумай-нумай юр пӗрчисем касса хатӗрлерӗç.

  Мероприяти вӗçленнӗ май кунта килме хапăл тунисем сиплӗ чейпа сăйланчӗç. Вӗсене Нина Васильева чăвашсен илемлӗ юррисене шăрантарса савăнтарчӗ.



05 декабря 2022
14:31
Поделиться