Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сусăрсене - тимлĕхпе пулăшу

 Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума пуçланăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Пирĕн районта та сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсене тимлĕх уйăракан общество çавăнтанпах ĕçлет. Çак пĕрлĕхре ачаранах хавшаккисем те, пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш ушкăнри инвалидсем те пур. Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнче 2960 сусăр çын шутланать. Вĕсенчен пĕрремĕш ушкăнрисем - 435, иккĕмĕшĕнчисем - 636, виççĕмĕш ушкăнрисем 1539 çын. Ачаранах инвалид пулса юлнисем - 140.

Синкерлĕ шăпаллисен ĕмĕрне малалла тăсас, пулăшас тĕллевпе федераци, регион, район шайĕнчи власть ертỹçисем инвалидсем патне тимлĕх уйăраççĕ, обществăра ытти çынсемпе тан туйса пурăнма майсем туса параççĕ, кулленхи ыйтусене пĕрле татса пама, сывлăхпа канăва йĕркелеме пулăшаççĕ. Сусăрсене Чăваш Республикинчи социаллă страхованин вырăнти фончĕ те тĕрлĕ пулăшу кỹрет.

Мĕнле пулăшупа тивĕçтереççĕ-ха сусăрсене? Чир-чĕртен сипленме санаторисене кайма путевкăсем параççĕ. Пĕлтĕрпе кăçал республикăри сиплевпе кану çурчĕсенче 36 çын пулнă. Унсăр пуçне тухтăр сĕнĕвĕпе хăйсене кулленхи пурнăçра кирлĕ тĕрлĕ аппарат, ятарлă пушмак, костыль, матрац, коляска, ытти япаласемпе тивĕçтернĕ.

Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем тимлĕх кирлĕ сусăрсене килĕсене кайса пулăшупа çăмăллăх кỹреççĕ. Кăçал та вĕсем 100 ытла çынна пулăшнă. Ытларахăшне больницăна илсе килсе тухтăр патне йышăнăва кĕртнĕ. Малашне те вĕсем тимлĕх уйăрма шантараççĕ.

А. ФРОЛОВ, районти инвалидсен обществин председателĕ

 

Авангард



02 декабря 2022
12:47
2022 год
Поделиться