Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мефодий Галкин уçă сассипе Мускавсене тыткăнланă

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Мефодий Галкин вулаканшăн çĕнĕ ят мар. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тăваттăмĕш курсра вĕренет. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç унăн хăватлă сассине тĕп хуламăрта Патăрьелсен ентешлĕх уявĕнче пысăк хак панă. Треньел ывăлĕ ун чухне мĕн пур куракана тыткăна илнĕ! Халĕ акă, çамрăк каччă пирки тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Çак кунсенче вăл В. Попов ячĕллĕ Мускаври хор искусствин академийĕнче иртнĕ "Bella voce" студент-вокалистсен конкурсĕнче пĕрремĕш преми лауреачĕ пулса таврăннă! Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин халăх артистки Маргарита Финогентова класĕнче пĕлỹ илекен Мефодийĕн малашлăхĕ çутă та пайăрлă. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк юрăç малалла хăйĕн ăсталăхне туптаса ентешсене сцена çинчен савăнтарасшăн. Апла пулсан, çывăх вăхăтрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тепĕр пултаруллă юрăçшăн çỹл тỹпере çăлтăр çуталĕ.

Авангард



02 декабря 2022
12:46
Поделиться