Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Раççей шайĕнче палăрнă

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн Г. Абейдуллова директортан, Г. Якушева аслă повартан, Л. Хисамутдинова вĕрентекенрен тăракан команди ноябрĕн 21-22-мĕшĕсенче Уфара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх шкул столовăйĕ - 2022" конкурса хутшăннă. Вĕсем республика чысне "Ялти шкулти чи лайăх столовăй" номинацинче хỹтĕленĕ. Кунта хулари тата ялти чи лайăх шкул столовăйне палăртнă.

 Конкурса çĕршыври пур регион та тенĕ пекех хăйĕн командине тăратнă. Вырăнти тупăшуран чи лайăххисене суйланă хыççăн федераци турне Раççейри 75 субъектран 400 яхăн хутшăнакан тăрса юлнă. Куçăмсăр тапхăрта тỹре членĕсем видеопа сăн ỹкерчĕксенчен хатĕр-ленĕ материал, меню, вĕренекенсене апатпа тивĕçтермелли норматив докуменчĕсем тăрăх хакланă. Çавăн пекех конкурса йĕркелекенсем тата ашшĕ-амăшĕ килти ĕçе - "Шкулти малашлăхри апатлану" тематика сĕтелне - тĕплĕн шутласа хатĕрлеме сĕннĕ. Вăл усăллă та, тутлă та, çав вăхăтрах илĕртỹлỹллĕ те пулмалла пулнă.

 Шăнкăртамри пĕрре- мĕш вăтам шкул команди Уфа хулинчен пушă алăпа таврăнман, Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх шкул столовăйĕ - 2022" конкурсра "Тематика сĕтелĕ "Шкулти апатлану 3.0" номинацире лауреат пулса тăнă.

Çурма финалта пĕлỹ çурчĕсен командисемпе "Ашшĕ-амăшĕнчен виçĕ ыйту" блиц-ыйтăм ирттернĕ. Шăнкăртам шкул команди санитари нормисемпе апатлану правилисене лайăх пĕлнине кăтартса панă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



29 ноября 2022
09:50
Хроника
Поделиться