Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче пурнатпăр

Чăваш тĕрри кунне халалласа районта тĕрлĕ конкурс, уяв иртрĕ. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче те "Авалхи чăваш тĕррисем - кил-çурт управçисем" выставка йĕркелерĕç. Ĕçсене фойене вырнаçтарчĕç. Ăна пĕтĕмлетсе Чăваш тĕррин кунне халалланă "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" уяв иртрĕ.

Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн директорĕ Алина Антонова саламларĕç. Рудольф Васильевич пирĕн район ĕмĕртен ĕмĕре тĕрĕ ăсталăхĕпе кăсăкланнине палăртрĕ. Алă ĕçĕсем пурне те илĕртеççĕ, çуртри ăшăлăха тытаççĕ.

Уяв пурне те çывăхлатасса, йăла-йĕркене упрама, культура пуянлăхне аталантарма пулăшасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Уяв Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн Çĕньялти структура уйрăмне çỹрекенсем "Улахра" театрализациленĕ представлени кăтартнипе пуçланчĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн аваллăхĕпе питĕ кăсăкланать. Çакă халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ енĕ - уйрăмах юрă-ташă, алă ăсталăхĕ, выляну-кăтарту ĕçĕ, урăхла каласан, фольклор вăйланса кайнинче палăрать.

Йăла-йĕркесем çулталăкри вăхăт çаврăмĕпе çыхăннă. Ылтăн кĕркунне те хыçа юлчĕ. Хĕллехи сивĕ кунсем çитрĕç. Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен çынсем алла ĕç тытаççĕ. Кам тĕрлет, кам çыхать... Ташласа юрлакан та пур.

Конкурса тĕрлĕ алă ĕçĕ тăратнă. Вăл тĕрлĕ ỹсĕм çулĕпе иртрĕ. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



29 ноября 2022
09:49
Хроника
Поделиться