Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр-пĕрне хисеплекен мăшăрсен пурнăçĕ çирĕп

 Анне кунĕ тата Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе районти культурăпа кану центрĕнче уяв мероприятийĕ иртрĕ. Вăл район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 50 тата ытларах çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслассине пĕрле йĕркеленипе тата интереслĕ пулчĕ.

 Фойере "Çĕр пин тĕрĕ" выставка ĕçлерĕ. Ăна "Асамлă тĕрĕ тĕнчи", "Апат-çимĕçри чăваш орнаменчĕ" номинацисемпе йĕркеленĕ.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çемьесен тата аннесен ячĕпе ăшă сăмахсем нумай каларĕ: "Эсир интереслĕ те анлă пурнăç çулĕпе утатăр. Пĕр-пĕрне хисепленĕрен çемье пурнăçĕ çирĕп. Район историне ырă йĕркесемпе çырăнса юлатăр. Çирĕн пурнăçăр çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Çемье пурнăçĕн никĕсĕ - тăрăшуллă ĕç. Чăннипех те хисепе тивĕçлĕ эсир. Çирĕп çемье - общество никĕсĕ те".

- Кирек хăш йывăрлăха та пĕрле çĕнтерме тăрăшмалла. Пĕр-пĕрне хисеплени, юратни, алран-ал тытса малашне те утма хавхалантарать,- теççĕ çемьеллĕ пурнăç юбилярĕсем.

Ульяновкăри Нина Харитоновнăпа Ленар Владимирович Тихоновсене (61 çул пĕрле, 3 ача çуратса ỹстернĕ), Патăрьелĕнчи Раиса Александровнăпа Владимир Михайлович Викторовсене (59 çул, 3 ача), Красномайскинчи Людмила Михайловнăпа Аркадий Викторович Леонтьевсене (55 çул, 3 ача), Аслă Чементи Елена Александровнăпа Геннадий Никифорович Пузайкинсене (51 çул, 6 ача), Шăхачри Валентина Федоровнăпа Юрий Исакович Ильинсене (51 çул, 3 ача), Сăкăтри Зоя Петровнăпа Вячеслав Михайлович Алексеевсене (50 çул, 3 ача), Вăтаелĕнчи Валентина Григорьевнăпа Николай Данилович Овечкинсене (50 çул, 3 ача) килĕшỹре пурăнса çемье йăли-йĕркине упранăшăн "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç.

Пухăннисен ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем сахал мар пулчĕç. Юратушăн, анне чĕришĕн, унăн ăшă аллисемшĕн тав туса Чăваш наци конгресĕ обществăлла организацийĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев сăмах каларĕç.

Куракансем "Аннесене юратса" уяв концерчĕ пăхрĕç. Халăх фольклор ушкăнĕсем, Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем, культура çурчĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



29 ноября 2022
09:54
2022 год
Поделиться