Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паттăр ячĕпе - палăк

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Тикеш ялĕнче Украинăри çар операцинче пуç хунă Александр Миккана асра тытса палăк уçнă.

 Пăлхануллă та хурлăхлă мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Василий Барышников, паттăрăн амăшĕ Вера Микка, Екатерина Олеговна мăшăрĕ, Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, службăри юлташĕсем, тăванĕсем, ял-йыш хутшăннă.

Украинăри çар операцинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Александр Миккана вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Унăн çутă сăнарĕ, паттăрлăхĕ ĕмĕр асра упранĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тăванĕсемпе пĕрле пысăк хуйха пайланă май амăшне паттăр та та хăюллă ывăл çуратса ỹстер- нĕшĕн чун-чĕререн тав тунă, çемьене яланах пулăшма хатĕр пулнине каланă.

Сăмах май каласан, нумай пулмасть Пĕтĕм Раççейри "Паттăрăн партти" акцие хутшăнса Александр вĕреннĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта унăн ячĕпе те парта уçнă. Иртнĕ шăматкун вара ял халăхĕ Александр Микка кĕçĕн сержант ячĕпе Тикешри пĕр урама ят пама йышăннă.

 А. НИКОЛАЕВА

Авангард



29 ноября 2022
09:55
2022 год
Поделиться