Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

 Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пынă.

Ларура "Патăрьел районĕн 2022 çул валли тата планпа пăхнă 2023 тата 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен" калакан йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ, Патăрьел район администрацийĕн тата 19 ял тăрăхĕнчи администрацисен полномочийĕсем пĕтсе пынă май вĕсен ĕçне чарса лартас пирки йышăну кăларнă.

Муниципалитет округĕн депутачĕсен йышăнăвĕпех Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине çирĕплетнĕ, çĕнĕлĕхпе çыхăннă ытти ыйтăва та пăхса тухнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



29 ноября 2022
09:43
Поделиться