Алексей Кокель пултарулăхне халалласа - конференци

Чăваш Енре профессиллĕ сăнарлă ỹнер пуçланнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа Турханта "А.А.Кокель пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕ ку чухнехи вăхăтра" темăпа Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, культурологи докторĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн культура канашçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Кокель пленэрĕн ертỹçи Владимир Васильев, поэт-юрăç, журналист, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Трубина ячĕллĕ Литература премийĕн лауреачĕ Василий Кервен, педагогика наукисен докторĕ, профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра заведующийĕ, живописец, Раççей Художникĕсен союзĕн членĕ Надежда Смирнова, Чăваш Енри Кинематографи канашĕн председателĕ, Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕн ертỹçи Олег Цыпленков тата ыттисем хутшăннă.

 Сумлă мероприяти А.А.Кокель музей-çурчĕ умĕнче пуçланнă. Хăнасем унăн палăкĕ патне чечек хунă, çавăн пекех музей-çуртпа, анатри чăваш хресченĕсен ХIХ ĕмĕр вĕçĕнчи тата ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи çуртăн этнокультура уйрăмлăхĕсемпе паллашнă.

Турханти вăтам шкулта "Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕ - ку чухнехи шкулта ачасене патриотла воспитани памалли фактор", "Турханти вăтам шкул - Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕсене ирттермелли пĕртен-пĕр база", "Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕсен ĕç опытне ачасен художество шкулĕсенче усă курасси" тата ытти темăпа çавра сĕтел хушшинче калаçу ирттернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Кокель пленэрĕсен ертỹçи Владимир Васильев Пĕтĕм тĕнчери ХIV пленэрне куçăмсăр майпа хутшăннă Кăркăс Республикин ỹнерçисен канашĕн членĕ, паллă ỹнерçĕ Жаныбек Суйунбеков ятĕнчен ỹкерчĕксен галерейине унăн "Юман кати" картинине парнеленĕ.

Юлашкинчен хăнасем ялти культура çуртĕнчи Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ XV пленэрне хутшăннă ỹнерçĕсен "Ентешсен сăнарĕсем" ỹкерчĕкĕсен куравĕпе паллашнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



28 ноября 2022
12:09
Поделиться