Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьесене - хваттер

Районта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 14 тăлăх хальхи вăхăтра çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать. Кăçал 6 ачана кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕн ăçта пурăнмалли пур халь. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче шăпах иккĕн, Патăрьелĕнчи Мария Козловăпа Пăлапуç Пашье- лĕнчи Николай Гурьев, хваттер çăра уççисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕн Равиль Ямалетдиновăн аллинчен илчĕç. Равиль Фарахутдинович вĕсене çак савăнăçлă пулăмпа саламланă май çемье çавăрса, килĕштерсе пурăнма, ача-пăча çуратса ỹстерме сунчĕ.

 Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр тăлăха та хваттер пама палăртнă. Сăмах май, "Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" РФ саккунĕпе тата "Çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки" ЧР саккунĕпе килĕшỹллĕн тăлăхсене çурт-йĕр туянса пама 7 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

 Сăкăтри Алексейпе Оксана Сулагаев- семшĕн тата Каншелĕнчи Юрийпе Надежда Шмаковсемшĕн те çак кун чылайăлăха асра юласса шанас килет. Икĕ çемье те нумай ачаллисен шутне кĕрет: 7-шер ача ỹстереççĕ. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕ кăларнă "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă пурнăç шайне ỹстересси пирки" саккунĕпе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан сертификата тивĕçрĕç.

Сулагаевсем йышлă выльăх тытаççĕ, аслă ачисем килтен тухса кайса Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ, кĕçĕннисем вара Сăкăтри вăтам шкула тата ача садне çỹреççĕ. Вĕсем ялтах çурт тума палăртаççĕ, Л. Манзуркина индивиудаллă предпринимательпе килĕшỹ çырнă та ĕнтĕ.

Шмаковсем патшалăх паракан пулăшупа хваттер туянма палăртаççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай ачаллă 21 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать, 2023 çулта тата виççĕшĕ çăмăллăха тивĕçеççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



24 ноября 2022
15:44
Хроника
Поделиться