Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мобилизаципе çара каякансене васкавлăн çырăнтараççĕ

 ÇĔРШЫВРА тулли мар мобилизаци пирки Указ тухнă хыççăнах çара каякан çамрăксем мăшăрланма хатĕрленнĕ пулсан, вĕсене ЗАГС пайĕсенче хăйсем ыйтнă кунхинех çырăнтарма пикеннĕ. Вĕсене, пурнăçра асра юлмалли самантпа саламласси те унчченхи йĕркепех пулса пырать. Тулли мар мобилизаци пуçланнăранпа Чăваш Республикипе 240 мăшăра çак ятпа сумлă лару-тăрура свидетельство панă. Вĕсенчен 52-шĕ Шупашкарта пурăнаççĕ.

Патăрьел районĕн Мăшăрлану керменĕнче ку таранччен тулли мар мобилизаципе каякан çичĕ мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă.

Авангард



24 ноября 2022
15:47
2022 год
Поделиться