Ĕçлерĕмĕр çу каçа тăрăшса, уявра чыслантăмăр савăнса

  Ноябрĕн 18-мĕшĕнче районта Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă турĕç. Уяв йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕнĕ объект уçăлнипе пуçланчĕ. Шăнкăртамри Альфит Айнетдинов фермер хуçалăхĕнче выльăх пусса тирпейлемелли цех хута кайрĕ. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакăн пек 11 цех ĕçлет, вĕсемсĕр пуçне тата аш-какая тирпейлекен виçĕ цех, Шăнкăртамри Марс Фахрутдинов фермер хуçалăхĕнче выльăх пуснă хыççăн юлакан каяшсене, Ферид Чабатов фермер хуçалăхĕнче вĕсене тирпейлекен цех пур. Объектпа паллаштарнă май Альфит Айнетдиновăн ывăлĕ Алмаз район, Чăваш Республикин ертỹçисене пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма май туса панăшăн тав турĕ. Çавăн пекех конкуренцие пăхмасăр аш-какая Чăваш тата Тутар Республикисене вырнаçтарма килĕшỹ тунине пĕлтерчĕ. Анат Туçари Валерий Кузнецов ертсе пыракан "ЛУК-АГРО" кооперативра та курмалли нумай пулчĕ. Хуçалăх 2020 çулта пурлăхпа техника базине пуянлатма гранта тивĕçнĕччĕ. Патшалăх паракан пулăшупа усă курса кунта инвестицин икĕ проектне - пĕр сехетре 20 тонна хатĕр продукцие тиекен логист центрне тата 1000 тонна пахча çимĕç кĕрекен управа хута янă. Кăçал тата çакăн чухлех çимĕç вырнаçаканнине хăйсен вăйĕпе тепре туса пĕтернĕ.

Уявăн малалли пайĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тăсăлчĕ. Иккĕмĕш хутра йĕркеленĕ мероприяти кăçал ытти çулхинчен урăхларах пулчĕ. Ăна çитес çулхи Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă тата республикăри ял хуçалăх министерствипе Хĕрарăмсен канашĕн пĕрлехи "Телейлĕ ялти ачалăх" фестивальне малалла тăсса йĕркеленĕ. Тĕрлĕ шкулти кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем кашнийĕшне тепĕр хут ялти ачалăха аса илтерчĕç. Çитĕнекен ăру чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх пăхнине, пахчара, утарта, хирте ĕçленине, пулла кайнине кăтартса пачĕ, юрă-ташăпа, вăйăпа савăнтарчĕ.

 Уявăн официаллă пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çынсен пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан роликрен пуçланчĕ. Мероприятие хутшăнакансем - Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, ЧР ял хуçаăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Алексей Шурчанов, "Сбербанк" акционерла пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕ Анастасия Трутнева, "Россельхозбанк" акционерла пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçлăхĕсен ертỹçисем, тĕп специалистсем, АПК ветеранĕсем тата ыттисем те - Патăрьел районĕнче ĕçре хастар çынсем пурăннине курса ĕненме пултарчĕç.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăшшăн саламларĕ, çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр тыр-пула, пахча çимĕçе сахал çухатупа, пысăк тухăçпа пухса кĕртнине каларĕ. Тăрăшулăхшăн, ырми-канми ĕçшĕн паян вăй хуракансене, АПК ветеранĕсене çамрăксене вĕрентсе пынăшăн, хăй вăхăтĕнче района аталантарассишĕн хăйсене хĕрхенмесĕр вăй хунăшăн тав турĕ.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вĕсем вара хĕпĕртемелĕх пур. Районĕпе 63 пин тонна ытла тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çĕр улмипе сахăр кăшманĕн тухăçĕ те пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах. Пахча çимĕçĕн 66 процент (1600 тонна), сухан-çевокăн 41 процент (920 тонна) пысăкрах.

Кăтартусем савăнтарнинче пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курнин витĕмĕ пысăк. Усă куракан мĕн пур лаптăкăн 30 процентне элита вăрлăх никĕсе хывнă. Мĕн акатăн, çав шăтать тесе ахальтен каламаççĕ çав.

Çулталăка выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те ăнăçлă вĕçленине палăртма кăмăллă. Ĕне-выльăх шучĕ 2021 çултинчен - 3 процент, ĕнесен, сыснасен - 2, сурăхсен - 16, лашасен 9 процент ỹснĕ.

Район аш-какай тата сĕт туса илессипе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать. Сăмах май, сĕт сăвасси - 13, какай хатĕрлесси 2,5 процент пысăкланнă. Паянхи утăмсемпех малалла пырсан çулталăк вĕçне ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 7,5 пин килограмран иртмелле.

Хамăр тăрăхра туса илнĕ тавара вырăнтах тирпейлессине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине те каларĕ Виктор Игоревич. Юхмапа Пăла тăрăхĕн территоринче 6 кооперативпа тăватă фермер хуçалăхĕ аш-какайран темиçе тĕрлĕ хатĕр продукципе çурма фабрикат, сĕтрен 10 ытла тĕрлĕ апат тата 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Çитес çул та ял хуçалăхĕнче çĕнĕлĕхсем пуласси куç кĕрет. "Агросоюз" кооператив аш-какай тата "Агроспутник" сĕт тирпейлекен цехсем уçма палăртаççĕ. Çĕр улмие те малашне хамăр патрах тирпейлеме пуçлаççĕ.

2023 çулта 200 млн тенкĕ ытла тăракан "Батыревский" индустри паркне тума пикенеççĕ. Вăл шăпах пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма, хамăр патра туса илнĕ продукцие юта сутмасăр вырăнтах тирпейлеме май парать.

Ял хуçалăхĕ те пурнăç таппинчен юласшăн мар. Çапла пулмалла та! АПКна кăçал 370 млн тенкĕлĕх инвестици кĕнĕ, 14 проекта реализациленĕ, 25 ĕç вырăнĕ хутшăннă. Çулталăк вĕçĕччен 181 млн тенкĕлĕх 12 проект хута каймалла.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăрăшуллă халăх пурăннине грант илес кăмăллисем шăпах пирĕн районтан нумай пулни те çирĕплетет. Ку çулта "Çемье фермерĕ" программăпа - 5, "Агростартаппа" 15 фермер тата икĕ кооператив пурлăхпа техника базине пуянлатма грант тивĕçнĕ. Çавăн пекех ял туризмне аталантарасси вăя кĕчĕ. Патăрьелсем кунта та палăрчĕç, хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама ĕçе пикенчĕç.

 Яла вăй илтерес тĕллевпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсене те патшалăх хăйĕн хỹттине илчĕ. Районта пурăнакансене 86 ĕнешĕн тата техникăшăн бюджетран 6,5 млн тенкĕ укçа куçарса панă.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Алексей Шурчанов та ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене саламларĕç, малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Уявра ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăпа, ветерансене "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" сумлă медальпе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех мероприятие хутшăнакансем концерт курса савăнчĕç.

Тайма пуç сире, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем! Эсир иртен пуçласа каçчен ĕçленĕрен пỹлме тулли тырă, фермăра - выльăх-чĕрлĕх, кашни килте сĕтел çинче çăкăр, юр-вар пур.

О. ПАВЛОВА

 

Авангард



24 ноября 2022
15:50
Публикации
Поделиться