Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Федор Моисеева асăнса - турнир

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агротехникум спорт залĕнче нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Федор.Петрович Моисеева асра тытса кире спорчĕ енĕпе республика турнирне ирттерме палăртнă.

Шăнкăртамсем – пĕрремĕш

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК спорт залĕсенче шкул ачисен спартакиадипе килĕшỹллĕн 8-9 классенче вĕренекенсем хушшинче баскетболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ. Вĕсене 10 команда хутшăннă. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул команди пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул - иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерỹпе таврăннă

Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Геройĕ Дмитрий Семенов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан 12 спортсмен хутшăннă.

Хăйсен виçе категорийĕсенче Максим Леонтьев (тренерĕ Вячеслав Спиридонов) пĕрремĕш, Аяз Хисамутдинов (Ильфак Алеев) иккĕмĕш, Марсель Куликов (Фенис Ахметов) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Шахматла вылянă

 Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра районта шахматла хăвăрт выляса мала тухас енĕпе чемпионат иртнĕ. Унта 12-70 çулсенчи 18 шахматист хутшăннă. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Сăкăтри Анатолий Тинюков, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи Рифкать Сафиуллов, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи Николай Федоров йышăннă. Çамрăксенчен вара Тутар Сăкăтĕнчи Алмаз Куликов пĕрремĕш, Хирти Пикшикри Булат Хамдеев иккĕмĕш, Тикешри Никита Туктанов виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

 Виççĕмĕш вырăна тухнă

Ноябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Патăрьел тата Йĕпреç районĕсен спортсменĕсенчен тăракан "Чувашия-2" пĕрлештернĕ команда регионсем хушшинче хоккейла выляс енĕпе пыракан "Ырă пăр" турнира хутшăннă. Унта 10-12 çулсенчи Чăваш, Удмурт Республикисенчи, Пермь крайĕнчи, Иркутск облаçĕнчи 8 команда явăçнă. Хĕрỹ тупăшура Чăваш Ен спортсменĕсем виççĕмĕш вырăн (тренерĕ -Алексей Михайлов) йышăннă.

 Кỹршĕ районтан – парнесемпе

 Елчĕкре йывăр атлетикăпа нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, СССР спорт мастерĕ Иссак Портнова асра тытса тата "Юман" спорт клубĕн воспитанникĕсен парнисемшĕн турнир иртнĕ. 15-мĕш хут пулакан мероприятие Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсен тата Шупашкар хула спортсменĕсем хутшăннă. Пирĕн район чысне вара Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Алманчă филиалне çỹрекен ушкăн ачисем хỹтĕленĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Меркурий Быков пĕрремĕш, Павел Быковпа Артем Каруев виççĕмĕш, Алина Иванова тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Мала тухнисем Хисеп хучĕсене, медальсене, парнесене тивĕçнĕ. Çитĕнекен ăрăва çак спорт ăсталăхне Николай Зимин тренер-преподаватель хăнăхтарать.

А. ИВАНОВА

Авангард



21 ноября 2022
16:34
Хроника мероприятий
Поделиться