Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне суйларĕç

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕнче виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пĕрремĕшĕ - Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидатсене суйласа илессипе конкурс комиссийĕн йышăнăвĕ çинчен. Иккĕмĕшĕ - Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне суйласси çинчен. Виççĕмĕшĕ - Патăрьел районĕн пуçлăхĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен полномочийĕсене пĕтересси çинчен.

Лару ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, вырăнти ертỹçĕсем хутшăнчĕç. Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулма конкурса Рудольф Селиванов, Николай Раськин хăйсен кандидатурине тăратнă. Ларăва хутшăннă депутатсем Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулма Рудольф Селиванова шаннине пĕлтерчĕç, пурте унăн кандидатуришĕн сасăларĕç. Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн çĕнĕ çын мар: 2016 - 2022 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн "лавне" туртрĕ, маларах та тĕрлĕ яваплă должноçра тăрăшнă. Сăмах май каласан, Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр "Авангард" хаçат йĕркеленĕ "Çулталăк çынни - 2012" конкурсра та çĕнтернĕччĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



21 ноября 2022
16:26
Поделиться