Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявран - тулли кăмăлпа

 Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалланă савăнăçлă уяв иртнĕ. Унта Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă май кăçалхи çул çĕрпе тăрăшаканшăн çăмăл пулманнине, унăн чăтăмлăхне çут çанталăк тĕрĕсленине каланă. Йывăрлăхсене пăхмасăр çăкăр çитерекенсем палăртнă тĕллевсенчен нумайăшне пурнăçланă, пысăк тухăç пухса кĕртсе иртнĕ çулсенчи кăтартусенчен те ирттернĕ.

Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем савăнăçлă мероприятинчен тулли кăмăлпа таврăннă, çакна валли сăлтавĕсем те пур. 2022 çулхи производствăпа экономикăри чи лайăх кăтартусемшĕн тата тухăçлă ĕçшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов дипломсемпе хавхалантарнă. Патăрьел районĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕ виççĕмĕш çул малтисен йышĕнче. Çавăн пекех Евгений Мартышкин фермер хуçалăхне хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна управа лартассине лайăх йĕркеленĕшĕн пĕрремĕш вырăн панă.

Валерий Кузнецов фермера РФ Птшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Тав çырăвĕпе наградăланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем çуллен уява çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсемпе кĕтсе илеççĕ, çакăншăн савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур.

О. ПАВЛОВА

Авангард



17 ноября 2022
12:37
2022 год
Поделиться