Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван çĕр хăвачĕ ĕçлеме хавхалантарать

 Паянхи кун районта кăна мар, республикăра та ун пек чылай çул ял хуçалăх предприятин ертỹçинче ĕçлекен сайра. Сăмахăм - Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕнче тăрăшакан Петр Никифоров (сăн ỹкерчĕк- ре сылтăмран иккĕмĕшĕ)пирки. Петр Николаевичăн пĕрлехи ĕç стажĕ 47 çул, унтан 31 çулне хуçалăх ертỹçи пулса вăй хурать. Маларах вара ертỹçĕ çумĕнче, зоотехникра тимленĕ. Сăкăтра çуралса ỹснĕскер хăйĕн пурнăçне тăван тăрăха, "Красное Знамя" хуçалăха халалланă.

- Ял ачи ялаллах туртăннă пуль ĕнтĕ. Мĕн пĕчĕкрен хуçалăхра ĕçленĕ. Атте чылай çул ферма заведующийĕнче, анне вара пăру пăхнă çĕрте, бригадăра тăрăшнă. Яланах вĕсене пулăшма çỹренĕ. Ун чухне ĕç условийĕсем те йывăрччĕ. Пĕчĕк пăрусем валли кашни кун яшка пĕçеретчĕç. Шыва çырмаран йăтмаллаччĕ, хĕлле вак касма тиветчĕ. Тислĕке те алăпа тăкнă. Çуллахи каникулта та пĕр кун та килте ларман: пай çумланă, утă-улăм турттарнă. Пирĕн вăхăтри ачасем пурте хирте çитĕннĕ, - тесе аса илчĕ ачалăхне Петр Николаевич хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа панă май.

Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Петр Никифоров Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытнă. Аслă пĕлỹ илсен икĕ çул салтакра службăра тăнă. Гимнастеркăна хывсан "Красное Знамя" колхоз председателĕнче тăрăшакан Петр Алексеевич Казачков ăна чĕнсе илнĕ те зоотехник кирлине пĕлтернĕ. Хуçалăх вăл вăхăтра та районта лайăх аталанса пыраканнисен ретĕнче пулнă, выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытнă. Мĕн пĕчĕкрен фермăра ỹснĕрен Петр Николаевич килĕшнĕ. Ĕçе ячĕшĕн çеç тума хăнăхманскер хăйне шаннă тивĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

- Ирпе ирех килтен ĕçе тухса кайнă та каçсăр та таврăнман. Талăкра 14-15 сехет вăй хунă, - терĕ Петр Николаевич.

Тăрăшулăхне кура çамрăка Петр Казачков председатель хăйĕн заместителĕ Пулма сĕнет. Çав вăхăтрах Петр Никифоров партком, партбюро секретарĕ те шутланнă. Ялти культурăна, спорта аталантарассишĕн тата ытти ыйтусемпе те вăл яваплă пулнă. Ỹркенмен ăста пулнă, тесе ахальтен каламан халăхра. Петр Николаевича часах хăйне председателĕн çăмăл мар "лавне" шанаççĕ. Унтанпа, ав, 31 çул та иртсе кайнă...

Хуçалăх яланах районта кăна мар, республикăра та экономика енчен тĕреклисенчен пĕри пулнипе палăрнă, паян та вăл ура çинче çирĕп тăрать. Çакна председателĕн кабинетĕнчи дипломсемпе Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен чи сумли - "2005 çулта ял хуçалăх производствине республикăра ăнăçлă ертсе пынăшăн" номинацинче виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн панă диплом. "Вăйлă хуçалăха илсе юлсан аталанма та çăмăл", - тейĕ хăшĕ-пĕри. Çук çав, кĕрлесе тăнисем те пайланаççĕ. Салатма сакăр алăк иккенне манмалла мар. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç.

 – Йĕм çĕтсе çỹрессишĕн кăна ĕçлемелле мар. Вăй хунине кура кăтартăвĕсем те лайăххисем кирлĕ. Çитĕнỹсем пĕр эпĕ çеç тăрăшнипе те пулмаççĕ, тĕп специалистсемпе пĕр чĕлхе тупса, килĕштерсе вăй хумалла. Çавăн пекех манăн вĕрентекенсем те анлă тавракурăмлă, хисеплĕ çынсем пулнă. Петр Алексеевич Казачковпа, Александр Алексеевич Толстовпа, Антип Владимирович Сулагаевпа, Николай Иванович Пироговпа, Иван Александрович Глуховпа тата ыттисемпе те канашласа, вĕсем вĕрентнине шута илсе тăрăшнă, - терĕ Петр Николаевич хуçалăх пирки сăмах пуçарсан. - Хальхи вăхăтра çĕнĕлĕхсенчен юлма юрамасть. Эпĕ ĕçлеме пикеннĕ вăхăтра колхозра 400-500 çын ĕçлетчĕ. Паяна вăй хуракансен шучĕ чылай чакнă. Усă куракан çĕр лаптăкĕ те пĕчĕкленнĕ. Апла пулсан та кăтартусем унчченхинчен пысăкрах та. Чылай ĕçе механизациленĕ. Пĕчĕк лаптăкрах çĕр ĕç технологине пăхăнса пысăк тухăç илетпĕр. 2020 çулта пĕр гектартан вăтамран 42 центнер тырă пухса кĕртнĕччĕ, кăçал - 47. Пĕр ĕнерен çулталăкра 3-4 пин килограмм сĕт сунăшăн савăннă пулсан паян 6-7 пин килограмм та чикĕ мар тесе калас килет.

Хуçалăх ертỹçин Петр Никифоровăн сăмахне малалла тăсса çакна та каласа хăварас килет: техника паркне кунта пĕлтĕр те, кăçал та чылай çĕнетрĕç. Кивĕреххисене энергие перекетлекеннисемпе, хăватлисемпе улăштарчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне те тимлĕх уйăраççĕ. Ĕне-выльăх 900 пуçа яхăн, унтан сăвăнаканнисем кăна - 400. Витесене те юсасах, реконструкцилесех тăраççĕ. Кунти хуралтăсене çулталăкăн хуть хăш вăхăтĕнче те кĕрсе тухма кăмăллă: санитари кунĕсем ирттереççĕ, дезинфекци тăваççĕ, профилактика мероприятийĕсене те тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ. Петр Николаевича хăйне те ферма территоринче час-часах курма пулать. Ĕç кунĕсенче çитеймесен канмалли куна пăхмасăр кашни витене кĕрсе тухать, унти ĕç-хĕлпе паллашать.

Çур акинчен пуçласа вырма вĕçлениччен вара Петр Никифоров канăçлăх мĕнне пачах манать. Шăпах çак тапхăрта ирхи 6 сехетре "Красное Знамя" хуçалăхра наряд ирттереççĕ. Унччен председатель хирсене çитсе килет, ăçта мĕн пурнăçламаллисене палăртать. Кашни ĕçе тĕплĕ тума хăнăхни çакăнтан та курăнать.

Самана таппипе утмасан аталанма май çук. "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пысăк продуки илес тесен апат рационĕ те пуян кирлĕ. Хуçалăхра куккурус çуллен акаççĕ. Вăрри те усăллине шута илсе ăна та вырса тĕшĕлеççĕ. Пĕр вăхăт вара кооператив Германири пĕр хуçалăхпа çыхăну тытрĕ. Унти специалистсем кунта та килнĕччĕ, Сăкăтран та унта кайнăччĕ.

- Ют çĕре каймасан та хамăр тăрăхри ял хуçалăх предприятийĕсен пурнăçĕпе кăсăкланса, вĕсем усă куракан çĕнĕлĕхсемпе паллашса тăмалла. Сăмах май каласан, экономика енчен тĕреклех мар хуçалăхран та мĕн те пулин вĕренмелли пурах. Эпир хамăр районти сулмаклă утăмсемпе утакан "Батыревский", "Исток", Елчĕк районĕнчи "Комбайн", "Победа", Вăрнар тăрăхĕнчи "Янгорчино" хуçалăхсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Маншăн Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăха ертсе пынă Аркадий Айдакпа Комсомольски тăрăхĕнчи "Урожай" хуçалăхăн председателĕ Алексей Ершов та тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Иккĕшĕ те ертỹçĕре чи нумай ĕçлекеннисем пулнă. Шел пулин те, паян вĕсем пирĕнпе юнашар мар... - терĕ калаçу малалла тăсăлнă май Петр Николаевич.

Ял хуçалăхĕнче акнă-лартнă культурăсен тухăçĕ çанталăкран та нумай килет. Юлашки çулсенче республикăн кăнтăр районĕсенче çу каçса та çумăр витерсе çумасть. Шăпах тыр-пул пучахĕсем тулса вăй илмелли, çĕр улми тата ытти пахча çимĕç ỹсмелли вăхăтра хĕвел хĕртсе пăхать. Çут çанталăка хирĕç каяймастăн, анчах йывăрлăхран пĕрех тухма пулать иккен. "Красное Знамя" кооперативра "иккĕмĕш çăкăр" тата сухан вăрлăхĕ çитĕнекен лаптăка шăваракан система вырнаçтарнă. Çакна валли плотинана юсанă.

 Сăмах çумне сăмах хушăнса пынă май Петр Николаевича ыйту патăм:

- Сирĕн хулана каяс шухăш пулман-и?

- Çамрăк чухне пулнă, çакăн пирки аннене каларăм. Вăл ман çине шывланнă куçĕпе пăхса илчĕ те тỹрех ку шухăша хирĕçлерĕм. Ывăлсенчен эпĕ кĕçĕнни, çавна май тĕп килех тăрса юлтăм. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Паян ялта та хуларинчен кая мар пурăнатпăр, - терĕ виçĕ ача ашшĕ, 5 мăнукăн аслашшĕпе кукашшĕ.

Никифоровсем 6 ăн пĕр тăван: икĕ ывăл та тăватă хĕр. Петр Николаевичăн тетĕшĕ Шăмăршă тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Вăл чылай çул ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ, каярах Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Ыттисем вара Шупашкарта тымар янă.

"Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативне ертсе пынисĕр пуçне Петр Никифорова тăватă хутчен районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, пĕр хутчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма суйланă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтăва çĕклекеннисенчен пĕри те вăлах.

 Тăрăшулăхне, ĕçлĕлĕхне кура Петр Николаевичăн хисепĕ те пысăк. Вăл "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ятсене тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



17 ноября 2022
12:41
2022 год
Поделиться