Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр çемье те пулăшусăр юлмĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче кăларнă "Мобилизаци йĕркипе çар службине кайнисен çемье членĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен" калакан хушăвĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрта район администрацийĕн постановленине тĕпе хурса мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисене пулăшас тĕллевпе координаци центрĕ йĕркеленĕ. Унăн йышне халăха социаллă пулăшупа, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, социаллă хỹтлĕх паракан пай, районти тĕп больница ертỹçисене, район администрацийĕн, обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсене, волонтерсене кĕртнĕ.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ координаци центрĕн канашлăвне ирттерчĕ.

Мобилизаципе çар службине кайнă çемье членĕсене вĕрентỹ, культура учрежденийĕсене, спорт объекчĕсене, ытти çĕре тỹлевсĕр кĕртмелле. Ачисене шкулсенче икĕ хутчен вĕри апат тỹ-левсĕр çитермелле. Кружоксене, секцисене, çакăн евĕрлĕ занятисене çỹренĕшĕн тỹлеттермелле мар. Социаллă тивĕçтерỹ организацийĕсене йышăнăва черетсĕр кĕртмелле. Ĕçпе тивĕçтернĕ чухне пулăшу кỹмелле. Çар çыннисен членĕсене социаллă хỹтлĕх илме май паракан документсене тума пулăшмалла. Психологи тĕлĕшĕнчен кирлĕ квалификациллĕ тỹлевсĕр юридика ăнлантарăвне те илччĕр вĕсем. 2022 çулта газ кĕртме шут тытнисене, оборудовани, газ счетчикĕ туянма каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма компенсаци те параççĕ.

Канашлу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ мобилизаципе кайнисен çемйисем патне власть органĕсен, социаллă тата ытти службăсен тимлĕхĕ çителĕклĕ пулма кирлине çивĕчлетрĕ. "Пирĕн кашни çемьене пĕлмелле. Вĕсене кирлĕ пулăшăва вăхăтра памалла...",- терĕ вăл.

Мобилизаци йĕркипе кайнă çемьесен социаллă паспортне тунă. Унта тăванĕсене, ачисене, вĕсем мĕнле çăмăллăхпа усă курнине тата ыттисене те кĕртнĕ. Паянхи кун 15 çемьене кирлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ: 13 ача шкулсенче тỹлевсĕр апатланать, 8 ача çăмăллатнă йĕркепе ача садне çỹрет, пĕрин ашшĕне квалификациллĕ тỹлевсĕр юрист пулăшăвĕ панă, 6 ача Чăваш Республики Пуçлăхĕн стипендине илет.

Кашни çемье социаллă-психологи пулăшăвĕпе усă курма пултарать.

Мобилизациленĕ граждансен тăванĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе координаци центрĕпе çыхăнма пултараççĕ: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт (Бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă).

Çавăн пекех çемьери кашни çынах талăкăн кирек хăш вăхăтра та #МыВместе 8-800-200-34-11 хĕрỹ линипе, #МыВместе регионти штаба 8(8352) 45-13-88, 8-995-930-84-24 кирек хăш ялтан та шăнкăравласа тухма пултарать.

А. ИВАНОВА

Авангард



17 ноября 2022
12:40
Публикации
Поделиться