Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсем муниципалитет округĕн Уставне йышăннă

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пынă.

Кун йĕркипе килĕшỹллĕн депутатсем чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн Уставне йышăннă. Çавăн пекех ларура районти депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел районĕн административлă комисси çинчен калакан" (18.12.2020 çулхи) йышăнăвне, Патăрьел районĕн муниципаллă харпăрлăх шутланакан пурлăхĕпе усă курнăшăн аренда тỹлевĕ пирки 2021 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче йышăннă йĕркене улшăнусем кĕртесси пирки тата ытти ыйтăва та пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну кăларнă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



17 ноября 2022
12:38
Поделиться