Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача сасси - пỹрт илемĕ, çемье пуянлăхĕ

ПỸРТЕ кĕрсен мĕн сас лайăх-ши? Паллах, ача-пăча сасси чуна ачашлать. Вăл мĕн чухлĕ йышлăрах, ашшĕ-амăшĕ çавăн чухлĕ телейлĕрех, пуянрах... Районта кăçалхи вунă уйăхра 176 пепке çут тĕнчене килнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен кăштах сахалтарах пулин те, юлашки вăхăтра нумай ачаллă çемьесем йышланса пыни савăнтарать. Çулталăк пуçланнăранпа икшер çемьене улттăмĕш тата пиллĕкмĕш "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Ашшĕпе амăшне кашнинех районти Мăшăрлану керменĕнче çак ятпа ăшшăн саламланă. Вун пĕр çемьешĕн тăваттăмĕш ачине алла илни телей пулнă. Виççĕмĕшне çуратакансем те сахал мар, 60 мăшăра çак сăлтавпа ăшă салам çитернĕ. Вунă уйăхра 45 çемьене пĕрремĕш хут "аист" вĕçсе килнĕ, 56 çемьешĕн вара йыш пысăкланни иккĕмĕш хут савăнăç пулнă.

Авангард



17 ноября 2022
12:35
2022 год
Поделиться