Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техникăна та тимлĕх кирлĕ

 Кăçал кĕрхи ĕçсем вăрăма тăсăлчĕç, çавна май техникăна та управа лартса пĕтереймен-ха. Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче комбайнсен кустăрмисене шуратса хунă, кăкарса çỹремелли хатĕрсене те юсаса хỹтĕ çĕре кĕртме пикеннĕ.

"Колос" çĕр ĕç фирминче комбайнсене те управа лартайман. Хуçалăхра кăçал 150 гектар хĕвелçаврăнăш çитĕнтернĕ, ăна пухса кĕртеймен-ха. Борис Думилин ертỹçĕ пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк шăнтсанах ĕçе пикенесшĕн. Утă преслакан агрегат, сеялка, хальхи вăхăтра усă курман çĕнĕ тракторсем ангарта лараççĕ.

Комисси членĕсем "Труд" кооперативра та пулчĕç. Кунта та техникăна тимлĕх уйăрни сисĕнет. Комбайнсене пĕр рете лартнă, кустăрмасене михĕсемпе хупласа хунă. Кăкарса çỹремелли агрегатсене те тирпейленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен аван.

Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Илья Васильев кашни хуçалăхрах çитменлĕхсене палăртрĕ, вĕсене кĕске вăхăтра пĕтерме каларĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



11 ноября 2022
15:05
2022 год
Поделиться