Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мобилизациленисене - тĕрев

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе тỹрĕ эфир ирттерет.

Калаçăвăн теми Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн мобилизаципе кайнă граждансен çемйисене тата ачисене тивĕçекен пулăшусем, координаци центрĕ тавра пулĕ. Ыйтусемпе сĕнỹсене Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче вырнаçтарнă ятарлă формăна анкета тултарса ярса памалла.

Тỹрĕ лини вăхăтĕнче колл-центр ĕçлет, унпа çыхăнмалли телефон: 8(8352)51-27-80. Трансляцие Чăваш наци телекуравĕпе, "Контактра" соцсетьри "Чăваш Республики" ушкăнта, "Чăвашинформ" информаци агенствин сайтĕнче 11 сехетрен пуçласа 13 сехетчен курма пулĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ ноябрĕн 7-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци йĕркипе кайнă граждансене пĕр хутчен 50 пин тенкĕ укçапа тивĕçтересси çинчен калакан указа алă пуснă.

Шухăш

Анатолий САМАКИН, Патăрьел районĕнчи Общество канашĕн председателĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă операцие хутшăнма мобилизациленисене пурне те пĕр хутчен 50-шар пин тенкĕ парса пулăшмалли пирки кăларнă указ хальхи вăхăтра питĕ вырăнлă, кирлĕ йышăну. Çакă чăн малтанах пирĕн патшалăх мобилизацие хутшăнакансене, вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрнине, йывăрлăхра пĕрле пулнине, пулăшнине çирĕплетет. Эпир те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен вĕсене вĕрентỹ центрне чыслăн ăсатрăмăр. Патшалăх паракан çăмăллăхсем салтаксемпе вĕсен çемйисене ырă кăмăл, хавхалану çеç кỹччĕр.

Анатолий БЫКОВ, республикăри "Пограничное братство" обществăлла организацин Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи:

- Пирĕн республикăра пурăнакансем йывăрлăхра яланах пĕр-пĕрне алă тăсса пулăшаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕр хутчен 50 пин тенкĕ пулăшу укçи пама йышăнни питĕ кирлĕ утăм. Çакă мобилизациленисен çемйисене малтанхи тăкаксене саплаштарма пулăшатех тесе шутлатăп, каярах вара ĕç укçи те пулĕ.

 

Авангард



11 ноября 2022
15:03
Публикации
Поделиться