Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Усал ĕç тăвасран асăрхаттарасси - тĕп тĕллев

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайăн тĕп тĕллевĕ - ачасем преступлени тăвасран асăрхаттарасси, çамрăксем наркотикпа явăçасран профилактика тăвасси, пирус сиенĕ пирки ăнлантарасси тата ытти те. Çак ыйтусене тĕпе хурса полици сотрудникĕсем рейдсенче пулаççĕ, çамрăксем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче, культура çурчĕсенче йĕркелĕхе сăнаççĕ.

Эпир кашни уйăхрах профилатика субъекчĕсемпе ятарлă операцисене хутшăнса районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулатпăр, ачасене право ыйтăвĕсемпе, йĕркене пăхăнмалли саккунсемпе паллаштаратпăр. Çулталăк пуçланнăранпа "Полици тата ачасем", "Çамрăксем наркотика хирĕç", "Условник", "Хỹтлĕх", "Йăла-çемье" операцисем иртрĕç. Çав вăхăтра ачасемпе çеç мар, ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулатпăр, уйрăм калаçусем йĕркелетпĕр, йывăр шăпаллă çемьесенче пулса пурăнмалли условисене тĕрĕслетпĕр. Паяна 138 тĕрĕслев ирттернĕ, 76 профилактика рейчĕ йĕркеленĕ.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Хальхи вăхăтра пирĕн хамăрăн ĕçре çул çитмен çамрăксемпе йĕркелекен ĕçсемпе çеç çырлахса лармалла мар. Ку тĕлĕшпе тата ытларах тимлемелле. Çакăн валли сăлтав та çук мар. Кăçалхи тăхăр уйăхра çул çитмен ачасем преступлени тунă 7 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 6 преступлени пулнă. Унсăр пуçне асăннă тапхăрта 217 протокол (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 158 протокол) çырнă.

Кирек мĕнле пулсан та çул çитмен ача усал ĕç туса хурсан чăн малтан ашшĕ-амăшĕ саккунпа явап тытать. РФ КоАПăн 5.35 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 122 ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн айăпланă. Çав вăхăтрах çул çитмен 37 ачан усал ĕçне ятарлă комиссинче пăхса тухнă. Вăл шутра обществăлла вырăнта сăра ĕçнĕ, ỹсĕр пулнă, кирлĕ мар вырăнта пирус турнă, хулиганла ĕç тунă тĕслĕхсем те пур. Çаксем пурте пăшăрхантаракан, шухăшлаттаракан тĕслĕхсем.

Хальхи вăхăтра чăнах та ачасем пур енлĕ аталанса ỹсеççĕ. Ун пек пулма шкулсенче те услови çителĕклĕ, спорт залсемпе стадионсем те ĕçлеççĕ, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн алăкĕсем те уçă. Çапах та вĕсене кашни çемьере, вĕренỹ учрежденийĕнче пысăк тимлĕх кирлех. Ачасем хăйсен пушă вăхăтне мĕнле ирттернине те аслисен сăнаса, пĕлсе тăмалла. Вăл кампа, мĕнле юлташсемпе хутшăнни, мĕнпе кăсăкланни те пĕлтерĕшлĕ.

А. КАРГИНА, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ

Авангард



08 ноября 2022
09:37
2022 год
Поделиться