Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă калаçу предпринимательсемшĕн те усăллă

Патăрьелĕнчи "Версаль" кафере районти предпринимательлĕх пĕрлĕхĕ "Пĕр шайри калаçу" темăпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, "Республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу парассипе тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелессипе ĕçлекен республикăри бизнес-центр" автономи учрежденийĕн ертỹçи Илья Тумаков, "Чăваш Республикин гаранти фончĕ" пĕрлĕхĕн директорĕн заместителĕ Надежда Аржаева, "Чăваш Республикинчи туризма тата хăнасене кĕтсе илес индустрие аталантарассипе ĕçлекен агентство" учрежденин директорĕн çумĕ Ростислав Игнатьев, "Агро-инноваци" учреждени, тĕрлĕ банк представителĕсем, уйрăм предпринимательсем, фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем тата ыттисем те хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕпе паллаштарнă май кун пек тĕл пулусем питĕ кирлине, предпринимательсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатма, çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултарнине, отрасле аталантармалли çĕнĕлĕхсене пĕлнине палăртнă.

Тĕл пулура 7 сектор ĕçленĕ: финанс пулăшăвĕ, финанс шутне кĕмен пулăшу, экспорта тухасси, туризма аталантарасси, ял хуçалăхне пулăшасси, бизнеса хỹтĕлесси, обществăлла организацисем тата коммерцилле мар организацисем.

Юлашкинчен хăнасем "Молочные Зори" кооператива тата Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора çитсе курнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



08 ноября 2022
09:32
2022 год
Поделиться