Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Купăста ăнса пулнă

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер кăçал пĕрремĕш хут 10 гектарта купăста çитĕнтернĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра шăпах ăна пухса кĕртессипе тăрăшаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов унта çитсе курнă.

 – Патăрьелсем купăста унччен те ỹстерсе сутнă, анчах юлашки вăхăтра тĕрлĕ сăлтава пула ăна çитĕнтерме пăрахрĕç. Çĕнĕрен асăннă культурăна пусă çаврăнăшне кĕртни савăнтарать, - тенĕ Рудольф Васильевич фермер хуçалăхĕпе паллашнă тата çитĕнỹсем тума суннă май.

Патăрьел районĕ сухан-çевок çитĕнтерессипе палăрса тăрать. Сăмах май, çĕршыва кирлин 70 процентне шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ỹстереççĕ. Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ те пысăк лаптăкра вăрлăх сухан туса илекен хуçалăхсенчен пĕри. Кăçал 50 гектартан пухса кĕртнĕ, çавăн пекех çĕр улми - 20, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 5 гектар йышăннă.

Фермер хуçалăхĕнче паянхи самана уттипе тан пыма тăрăшаççĕ: машинăпа трактор паркне çĕнетеççĕ, хальхи пурнăç условисене тивĕçтерекен пахча çимĕç хранилищисем тăваççĕ, агротехнологисене пăхăнса ĕçлеççĕ.

 - Ял хуçалăхĕн те пĕр вырăнта тăмалла мар. Патшалăх çĕнĕ шухăшсене тата проектсене ырласа пулăшать. Ĕçлесессĕн кăтартăвĕсем те пулаççĕ. Тăван çĕр хăйĕн ачисене пăрахмасть, ăна хисеплемелле çеç, - тенĕ фермер хуçалăхĕн представителĕ Леонид Кузнецов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕç йĕркине, вăй хуракансене апатлантарас ыйтăва та хускатнă. Хуçалăхра тăрăшакансем районтах, вырăнтах укçа тума май пуррипе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



08 ноября 2022
09:31
2022 год
Поделиться