Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ватăсене ылтăн, изумруд туйсемпе саламлĕç

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕ ноябрь уйăхĕнче 11 мăшăра çемье çавăрнăранпа 50 тата 55 çул çитнĕ ятпа саламлать. Вăл шутра Кĕçĕн Арапуçĕнчи Василийпе Валентина Базманкинсем, Кзыл Чишмари Акреметдинпа Равия Гайнуллинсем, Çĕньялти Ромеопа Маргарита Нягинсем, Вăтаелĕнчи Николайпа Валентина Овечкинсем, Анат Тăрмăшĕнчи Робертпа Пелагея Капитоновсем, Кзыл Камышри Адельзянпа Нурия Якуповсем, Сăкăтри Анатолийпе Ольга Кузнецовсем, Турханти Юрийпе Раиса Кузнецовсем ылтăн туйне паллă тăвĕç. Çемьесем таса туйăма 50 çул пĕрле упраççĕ! Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх.

Турханти Петрпа Раиса Кушмановсем, Хирти Пикшикри Минуллапа Минибиян Бугодяровсем, Красномайскинчи Аркадийпе Людмила Леонтьевсем çемье çавăрни тата ытларах çул, çак уйăхрах вĕсене изумруд (55 çул пĕрле) туй ячĕпе ăшшăн саламлĕç

Авангард



08 ноября 2022
09:28
2022 год
Поделиться