Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Геннадий Бойкова манмаççĕ

 Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче унччен кунта директор тата физика учителĕ пулса ĕçленĕ Геннадий Бойкова асра тытса йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕиртнĕ.

Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Ермошкина, Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайски вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров, спорт федерацийĕн председателĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкать Сафиуллов, Геннадий Бойковăн пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Кешаф Зейнетдинов, ачисем, тăванĕсем тата спорт ветеранĕсем саламланă.

Кăçалхи турнира Патăрьел, Комсомольски, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕсенчи, Ульяновск облаçĕнчи шкулсенчи шахмат вăййине юратакан 40 ытла çын хутшăннă.

 Геннадий Бойкова тăрăшуллă ĕçшĕн тата профессие чунтан парăннăшăн темиçе хутчен те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ ятпа чысланă.

Çавăн пекех Первомайскинчи вăтам шкулти технологи учителĕ Николай Романов та тав сăмахне тивĕçлĕ. Вăл хăйĕн вĕрентекенĕн ĕçне малалла тăсса шашка, шахмат вăййисем патне ачасен интересне çуратать. Шкулта педагог ертсе пынипе "Белая ладья" кружок ĕçлет. Район аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учительне Кешаф Зейнетдинова тата Геннадий Александрович ывăлне Степан Геннадьевича "Патăрьел районне туса хунăранпа - 95 çул" юбилей медалĕпе чысланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Хисеп грамотине Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайски вăтам шкул директорне Вячеслав Чернышева тата технологи учительне Николай Романова панă.

Бойковсен çемйи тăван шкула хаклă парне - шахмат хăми парнеленĕ.

Вăйă çĕнтерекенсемсĕр пулмасть. Пĕрремĕш вырăна Сăкăтри Анатолий Тинюков, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи Николай Гранатский, виççĕмĕшне Комсомольскинчи Вячеслав Матвеев тухнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



08 ноября 2022
09:36
Хроника мероприятий
Поделиться