Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕр мăнтăрĕпе ватăсене кĕрекере саламлĕç

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ноябрьте 90 çулхи юбилейне паллă тăвакансем виççĕн. Çак сăлтавпа Алманчăри Зоя Немцевăна, Шăнкăртамри Фахризиан Шарафутдинова, Тутар Сăкăтĕнчи Гелзяря Валеевăна тăванĕсем кĕрекере саламлĕç. Унсăр пуçне хисеплĕ ĕç ветеранĕсене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă открыткине парса та чыс тăвĕç. Чыслава Кĕçĕн Чементи Екатерина Моисеева ĕç ветеранĕ те тивĕçĕ. Район тантăшĕ çак кунсенче 95 çул тултарать. Хальхи вăхăтра районта вуннăмĕш теçеткене вакланă 296, вăл шутра 100 çултан аслăрах 4 ватă пурăнать.

Авангард



02 ноября 2022
09:40
2022 год
Поделиться