Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни объект шутра пулмалла

Октябрĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче 2020 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче 518-мĕш номерпе кăларнă "Раççей Федерацийĕ кăларнă закона уйрăм улшăнусем кĕртесси çинчен" федераци саккунне пурнăçа кĕртессипе анлă лару иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикинчи Росреестр Управленийĕн ертỹçи Екатерина Карпеева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Росреестр Управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ Ильсияр Карама, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва Е. Карпеева уçрĕ. Вăл "Раççей Федерацийĕ кăларнă закона уйрăм улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун пирки, унпа килĕшỹллĕн шута илнĕ куçман пурлăх хуçисене тупса палăртасси пирки каларĕ.

Росреестр Управленийĕн ертỹçин çумĕ Евгений Дубов хуçасăр объектсене тата усă куракан, анчах чиккисене палăртман çĕрсене шута илмеллине, кивелнипе пăснă çуртсем те хут çинче пур пек курăннине, вĕсене тĕрĕслесе шутран кăлармаллине пĕлтерчĕ.

Мероприятие Екатерина Карпеева пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕрлехи вăйпа çĕршыв, регион ертỹçисем "Раççей Федерацийĕ кăларнă закона уйрăм улшăнусем кĕртесси çинчен" федераци саккунне пĕрлехи вăйпа çеç пурнăçлама май пуррине палăртрĕ.

 О. ПАВЛОВА

Авангард



02 ноября 2022
09:44
2022 год
Поделиться