Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутат парнисемшĕн вылянă

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортзалĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш суйлаври депутачĕн Наталия Андрееван парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсем хушшинче уçă волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш суйлаври депутачĕ Наталия Андреева, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев тата спорт ветеранĕсем саламланă.

Ăмăртăва пирĕн районтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ, Первомайски ял тăрăхĕн пĕр команди хутшăннă. Çавăн пекех Вăрнарсем тата Тутарстан Республикинчи Пăва хулинчен те спортсменсем килнĕ.

Хĕрỹ тупăшусенче пĕрремĕш вырăна Пăва хулин, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул, виççĕмĕшне Первомайски ял тăрăхĕн командисем йышăннă.

А. ИВАНОВА.

Авангард



02 ноября 2022
10:14
Именные соренования
Поделиться