Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"БТВ" - иккĕмĕш вырăнта

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Чăваш Республикинчи футбол федерацийĕн кăçалхи сезонĕнчи финалти ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăййа пирĕн районти "БТВ" тата Шупашкар хулинчи "Спартак" командăсем хутшăннă. Çакна палăртмалла: "БТВ" çурма финалта "Элара" командăран выляса илсе ял ушкăнĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă.

 Ку хутĕнчи ăмăрту та интереслĕ иртнĕ. Вăл ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Командăра вылякансем çак спортра хăйсен профессиллĕ ăсталăхне, вĕсем футбола хакланине, выляма пĕлнине кăтартнă. Вăйă 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Шупашкарсем маларах пирĕн командăна 3:2 шутпа çĕнтернĕ пулнă. Çапла вара Патăрьелсен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Сăмах май каласан, Патăрьелĕнчи "Темп" футбол команди ветерансем хушшинче республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă.Чăннипех те пирĕн футболистсем кăçалхи сезона питĕ пысăк çитĕнỹпе вĕçлерĕç.

Командăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Чăваш Енри футбол федерацийĕн членĕ Василий Антонов çитĕнỹсем суннă.

Авангард



02 ноября 2022
10:13
Хроника мероприятий
Поделиться