Тĕп больницăри юсав ĕçĕсемпе паллашнă
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата Патăрьелĕнчи больницăн тĕп врачĕпе Николай Тинюковпа тĕп больницăн поликлиника çуртне юсасси епле пынипе паллашнă.
Сиплев учрежденине реконструкцилекен подрядчиксенчен пĕри - "ЭСТЕТИК ГРУПП" пĕрлешỹ - хăйне шаннă ĕçе тивĕçлĕ шайра тата вăхăтлă пурнăçлаймасть. Декабрь вĕçĕнче объекта хута ямалла пулсан паяна палăртнин 25 процентне çеç вĕçленĕ. Çакна шута илсе подрядчикпе тунă килĕшĕве пăрахăçлама, урăххине тупма йышăннă.
Николай Тинюков республика бюджечĕ уйăрнă укçапа шывпа тивĕçтерекен башньăна çĕнетнине (подрядчик - "СЕЛЬМАШСТРОЙ"), çавăн пекех больница территоринче вертолет анса лармалли лапам тунине тата хăтлăх кĕртессипе ĕçленине каланă.
Кăçал "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесе Сăкăтра врач амбулаторийĕ хута кайрĕ, çывăх вăхăтра Первомайскинчи сиплев çурчĕ тĕплĕ юсав хыççăн (икĕ объектăн та подрядчикĕ "Стройкомфорт" пĕрлешỹ), Тикешри ФАП (подрядчикĕ ЮМАН СТРОЙ ТРАНС" пĕрлешỹ) пациентсене йышăнма хатĕрленет. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиникин фасадне тăвассишĕн "Гарант" пĕрлешỹ, юсав ĕçĕсемшĕн "ЭСТЕТИК ГРУПП" пĕрлешỹ, рентген кабинечĕсене çĕнетессишĕн "ЭНКИ" пĕрлешỹ яваплă.
Çакна та палăртса хăвармалла: поликлиникăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те тухтăрсем халăха штат режимĕпех унччен ача çуратмалли пулнă уйрăмра йышăнаççĕ.
(Хамăр корр.)
Авангард