Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Семинар иртрĕ

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн планĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта семинар иртрĕ.

7 вĕрентекен ют чĕлхепе пĕлỹ парать кунта. С. Сафиуллинăсăр пуçне пурте опытлă, нумай çул шкулта вăй хураççĕ. Çамрăк вĕрентекене пулăшса тата хавхалантарса пыраççĕ вĕсем. Çитĕнĕвĕсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул чăннипех те мухтанма пултарать. Вĕренекенсем тата вĕрентекенсем кунта тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ, предмет олимпиадинче мала тухаççĕ. Уйрăмах акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи, аслă категориллĕ вĕрентекен З. Чабатова палăрса тăрать. Районти канашлусенче час-часах вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, экзамен ыйтăвĕсемпе консультацисем ирттерет, вĕрентекенсене кулленхи ĕçре сĕнỹ-канаш парать. Çулсерен вăл вĕрентекен ачасем экзамена ăнăçлă тытаççĕ, пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче унăн пилĕк вĕренекенĕ акăлчан чĕлхипе экзамен суйласа илнĕ, вĕсем пурте 83 балран пуçласа тата ытларах балл пуçтарма пултарнă. А. Юмановăн ĕçне вара 95(!) балпа хакланă.

Хăйĕн уçă урокне семинарта вăл шăпах экзамента проект çырассине халалларĕ. Земфира Рифкатовна вĕренекенсене тарăн пĕлỹ панине тепĕр хут курса ĕненчĕç итлеме пынисем. Ачасем ют чĕлхепе илемлĕ калаçнипе, предмета лайăх пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕрентекенсем унăн професси шайне тата ăсталăхне пысăк хак пачĕç.

 Ф. Югаметова, Н. Сельцова, С. Сафиуллина, А. Тазюкова, Л. Якушева, Е. Матросова вĕрентекенсем те урокĕсене хальхи йышши технологисемпе усă курса, çав тери кăсăклă ирттерчĕç. Ачасем ку шкулта акăлчан чĕлхине чунтан юратни сисĕнчĕ.

Семинар ĕçне малалла тăснă май, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Г. Налиба çитес вăхăтри плансемпе паллаштарчĕ.

Пухăннисем семинарпа кăмăллă пулчĕç, вăл тухăçлă тата усăллă иртнине палăртрĕç.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхипе вĕрентекен

Авангард



28 октября 2022
14:37
Хроника
Поделиться