Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтаксене чун ăшшипе пĕрлех япаласем те парнелер

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр "Салтака ăшă парнеле" патриотла акцие хутшăнса Украинăри çар операцине каякан салтаксем валли чи кирлĕ япаласене пуçтарас тĕллевпе районти ытти çынсене те кар тăма чĕнсе калать. Вĕсем шутне çывăрмалли михĕсем, ăшă перчеткесемпе чăлхасем, калпаксем, чавсана тата чĕркуççие хỹтĕлесе тăхăнмаллисем, пушмак тĕпне хумаллисем, бинтсем, скотчсем тата ытти те кĕрет. Ыр кăмăллăх акцине хапăл тăвакансем япаласене Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор çуртĕнчи 104-мĕш пỹлĕме (Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт) илсе килсе пама пултараççĕ. Тĕплĕнрех 6-10-59 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

 Социаллă хỹтлĕх центрĕн начальникĕ Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, чылай чухнехи пекех чăн малтанах хăйсен коллективĕнчи хастарсем, центр ĕçченĕсем акцие хутшăнса салтака кирлĕ ăшă япаласем илсе килнĕ.

Авангард



28 октября 2022
14:25
Публикации
Поделиться