Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр ăмăртуран - икĕ чыславпа

 Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа 2010-2011 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсем те хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулĕнчи филиалне çỹрекен Эвелина Камышева 60 метрлă дистанцие парăнтарса виççĕмĕш, 300 метра чупса иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. Хĕр ача пуçласа çакнашкал ăмăртăва хутшăнса çитĕнỹсем туни савăнтаратех. Эвелинăна спорт хăнăхăвĕсене илме Михаил Прокопьев тренер-преподаватель пулăшса пырать.

Авангард



28 октября 2022
14:39
Хроника мероприятий
Поделиться