Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Поэт-юбилярсене халалласа

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 2022 çулхи поэт-юбилярсен пултарулăхне тĕпе хурса, Римма Казакова çуралнăранпа 90 çул, Лев Ошанин - 110, Белла Ахмадуллина - 85, Константин Бальмонд - 155, Роберт Рождественский - 90, Марина Цветаева 130 çул çитнине халалласа районти сăвă вулакансен "Янăравлă сăмах" конкурсĕ иртнĕ. Ăна ачасен ăсталăхне палăртас, вĕсене аталанма пулăшас, вулав пултарулăхне ỹстерес, поэтсен ячĕсене анлăн сарас тĕллевпе те йĕркеленĕ.

 Конкурса 4-11 классенче вĕренекен 87 ача хутшăннă. Жюри членĕсем сăвă вулакансен ăсталăхне темиçе критерипе - яка вуланине, эмоци шайне кура - хакланă. Вулава кĕвĕпе çыхăнтарни итлекен патне тата илемлĕн çитнĕ.

Конкурса хутшăнакансем пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Вĕсем сăвăсене чуна витермелле вуланă Çавăнпа ĕçе пахалама та çăмăл пулман.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Матвей Никитин, Арсений Иванов (ертỹçисем О.Васильева, А.Кубикова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Камиля Багманова, Аделина Пазюкова (Р.Валитова, Г.Вахитова), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Аэлита Логунова (Н.Агеева), Туçари вăтам шкулти Анастасия Титова (А.Мулюкова), Аслă Чементи вăтам шкулти Анастасия Латышова (А.Сергеева) çĕнтерỹçĕсем пулнă.

 Çавăн пекех ỹсĕм çулĕпе призерсене те палăртнă.

А. ИВАНОВА. Аслă Чемен ялĕ.

Авангард



28 октября 2022
14:46
Хроника
Поделиться