Çĕнтерỹ савăнăçĕ

Хусан хулин ипподромĕнче Раççей шайĕнчи урхамахсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вăл 35-мĕш хут пулчĕ. Унта Тутарстан, Чăваш Республикисенчен, Самар, Пенза, Мускав, Тула, Пермь облаçĕсенчи юртăпа чупакан чи лайăх урхамахсем хутшăнчĕç. 36 юлан утçă ипподром çаврăмне ăмăртса çаврăнчĕç. Мĕн пурĕ 7 чупу пулчĕ. Çиччĕмĕшĕнче Тикеш ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ Алексей Краснов Победитель урхамахĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ятарлă хаклă парнене тивĕçрĕ. 1600 метрлă дистанцие 2 минут та 4 çеккунтра чупса тухрĕ.

Виççĕмĕш чупура Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарти лаша спорчĕн директорĕнче ĕçлекен Валерий Краснов юлан утçă ЗОВ Предков РМ урхамахĕпе 2400 метрлă дистанцире иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Унăн вăхăчĕ 3 минут та 7 çеккунт.

Хальхи вăхăтра лаша спортне мала хуракансем ытти ăмăртусене хатĕрленеççĕ.

Н. КРАСНОВ

Авангард



28 октября 2022
14:50
Хроника мероприятий
Поделиться