Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕлĕхсене сỹтсе явнă

 Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Общество канашĕн членĕпе, районти Общество канашĕн председателĕпе Анатолий Самакинпа тĕл пулнă.

Тĕл пулура умра тăракан çĕнĕлĕхсене сỹтсе явнă. Чăн малтанах Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципитет округĕ, муниципалитет территорийĕнче обществăлла хăй тытăмлăх (ТОС - территориальное общественное самоуправление) тăвас, вĕсене кашни ялтах халăх пурнăçне хăтлăлатма пулăшакан пуçару бюджечĕпе çыхăнтарас ыйтусем тавра калаçнă. Çавăн пекех районăн 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки те сăмах хускатнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



28 октября 2022
14:28
Публикации
Поделиться