Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мелне пĕлсе кĕрешсен

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем республика чемпионатне хутшăнчĕç. Унта 2003-2005 тата 2006-2007 çулсенче çуралнă ачасем тупăшăва тухрĕç. Дарья Михайловăпа (43 килограмлă виçепе) Максим Леонтьев (110 килограмм) пĕрремĕш, Владимир Журавлев (45), Антон Цветков (65), Ильнара Хафизова (61), Андрей Козлов (60) - иккĕмĕш, Ильнур Яфизов (42), Александр Баскаков (45), Гомер Чебенов (79), Руслан Фасхутдинов (86), Иван Кутузов (92 килограмм) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕре тата районти тĕрлĕ шкулта вĕренеççĕ пулин те спорта юратнине çирĕплетрĕç. Турă пани те пурах-тăр. Ачасене тĕрлĕ тренер-преподаватель хатĕрлет, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарни савăнтарать.

А. ИВАНОВА

 

Авангард



28 октября 2022
14:40
Хроника мероприятий
Поделиться