Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ỹкерчĕкĕсем илĕртỹллĕ

 Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче "Тутар урхамахĕ" ("Татарский аргамак") курав ĕçе пуçăнчĕ. Унта ỹнерçĕсен чĕлхесĕр янаварсене халалланă 70 ытла ĕçне вырнаçтарнă.

Выставкăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Тутарстан Республикин халăх художникĕ Мударис Мингазов, ỹнерçĕ, общество деятелĕ Файзылхак Вильданов педагог, Г.Тукай ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ, Тутарстан Республикин искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наккаш Нажил, Рафаиль Каримуллин художник-баянист, ăста ỹнерçĕ, юрăç тата музыкант Миннислам Каримов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Светлана Чернова халăх ăсталăхĕпе культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче тата Патăрьел районĕ 95 çул тултарнăран выставка пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Ачасен ăсталăх шкулĕн коллективĕн пуçарулăхне ырларĕ. Вĕсем тăрăшнăран çĕнĕ çуртра куравсем йĕркелесех тăраççĕ. Çаксем çитĕнекен ăру пултарулăхне аталантарма та пулăшаççĕ. Сумлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей художникĕсен, Раççей геральдисчĕсен канашĕн членне, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн преподавательне Мидхат Шакирова тăван район аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе наградăларĕç. "

Поэтсен, композиторсен, художниксен лашасене халалланă ĕçĕсем чылай. Выставка çак выльăха юратакан, хисеплекен кашни çыншăнах интереслĕ, илĕртỹллĕ пулмалла. Ỹкерчĕксене кураканскер унпа кăсăкланатех. Лашасем тĕрлĕ наци, тĕн çыннине те çывăхлатаççĕ",- палăртрĕ Мидхат Шакиров хăйĕн "юлташĕсем" - лашисем - Раççей мăнаçлăхне çирĕплетнине ĕнентерсе.

Кашни ỹкерчĕкĕн кирек хăш ỹсĕмри çынна та хăй патне туртакан вăйĕ пурах. Выставкăна Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕпе Шăнкăртамри культура çуртĕнче те йĕркеленĕ. Вĕсем ноябрь уйăхĕ вĕçĕчченех ĕçлĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



28 октября 2022
14:31
Хроника
Поделиться