Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх дружинникĕ - полици сотрудникĕн пулăшаканĕ

Нумай пулмасть çеç республикăра пиллĕкмĕш хут "Чи лайăх халăх дружинникĕ" конкурс иртнĕ. Хисеплĕ ята çĕнсе илес тĕллевпе Чăваш Енри 17 дружинник тупăшăва хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти физкультура учителĕ, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн тренер-преподавателĕ Фанис Ахметов хỹтĕленĕ. Çак кунсенче Фанис Феметдиновичпа тĕл пулса конкурс, халăх дружинникĕн пĕлтерĕшĕ, вĕсем район полицийĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени тата ытти ыйту пирки те сăмах пуçартăмăр.

 - Фанис Феметдинович, эсир умлă-хыçлах икĕ çул çак конкурсра Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлерĕр. Кăçал та тупăшуран пушă алăпа таврăнмарăр, район полицине оперативлă служба ĕçĕнче пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕр. Халăх дружинникĕ сирĕншĕн тĕп ĕçпе юнашар мĕнле вырăн йышăнать?

 - Кирек мĕнле обществăлла ĕç те яваплăхпа çыхăннă. Мана çак тивĕçе шанса панă кунтан пуçласах халăх дружинникĕ хальхи вăхăтра йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене çеç мар, вырăнти çынсене те кирлине туятăп. Çакна ял халăхĕ те хăнăхса пырать. Обществăлла йĕркелĕхе пăсакансем, ỹсĕрле усал ĕç тума хăтланакансем е ыттисем те тупăнсан тỹрех ман пата шăнкăравлаççĕ. Эпĕ çийĕнчех ĕç-пуçа йĕркелесе яма тăрăшатăп, пулăшу кирлĕ пулсан район полицийĕн сотрудникĕсене е участокри уполномоченнăя явăçтаратăп. Вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Урăхла каласан ĕçе преступлени шайне çитерес мар тесе тăрăшатпăр.

- Ĕлĕк ялсенче инкек-синкек тухасран, çынсем тĕрлĕрен пăтăрмах, преступлени тăвасран асăрханса çемьесем черетпе каçхине кас хуралне тухатчĕç, урампа утса çỹретчĕç. Дружинниксен районти командин паянхи тивĕçĕ те çавах юлнă темелле е...

- Тĕпрен илсен çавах юлнă. Çапах та паян пирĕн хамăрăн ятарлă тум, алăра удостоверени пулни тивĕçе анлăрах пурнăçлама хистет. Çавăнпа эпир ялти йĕркелĕхе сыхланипе çеç çырлахмастпăр, район полицийĕпе, çул-йĕр инспекторĕсемпе ятарлă рейдсене тухатпăр, "Ỹсĕр водитель", "Автобус" тата ытти операцисене те хутшăнатпăр, районти Акатуй-Сабантуйра, ытти пысăк уявсенче те йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе юнашарах ĕçлетпĕр.

- Тĕрĕссипе каласан, сирĕн профессипе халăх дружинин ушкăнĕнче ĕçлеме ансат пулĕ. Эсир спортсмен, çар хăнăхăвĕ те, ĕç опычĕ те çителĕклĕ.

- Пытарма кирлĕ мар, чăнах та халăх дружинникĕн чăн малтан çапла пур енлĕ юрăхлă пулмалла та. Ахальтен мар конкурсра та пире чăн малтанах ГТО нормине партараççĕ, унтан тин теори пайĕпе хамăрăн тивĕçĕмĕр, инкек пулнă вырăнта пĕрремĕш пулăшу памалли тата ытти пирки те пĕлĕве тĕрĕслеççĕ.

- Фенис Феметдинович, эсир виçĕ ача ашшĕ, вĕрентекен, тренер, общественник... Пурнăçра çаксене пурне те пĕрле шайлаштарса пыма йывăр мар-и?

- Пачах та çук. Тĕп ĕçе юратса пурнăçлатăп. Пирĕн Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта ачасене вĕренме, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма, сывлăха тĕреклетме мĕн пур услови çителĕклĕ. Пирĕн ял ĕлĕкех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе паллă пулнă. Ырă йăлана малалла тăсатпăр. Ку тĕлĕшпе ачасем икĕ ушкăнпа спорт залне кĕрешỹ мелĕсене вĕреме çỹреççĕ. Спортсменсен малтанхи "çимĕçĕсем" савăнтараççĕ. Эпир "Корэш" наци кĕрешĕвĕпе республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнатпăр. Помост çине тухакансем хушшинче хĕр ачасем те пур. Кăçал районăн 70 çулхи юбилейлă Акатуй-Сабантуйĕнче Ильнара Хафизова кĕрешсе абсолютлă çĕнтерỹçĕ пулса така илме тивĕçрĕ! Çĕнĕ çитĕнỹ пире малалла тата ытларах хавхаланса ĕçлеме пулăшĕ.

- Сирĕн паянхи пурнăç тĕллевĕ, ĕмĕтсем...

- Спортпа сывă пурнăç йĕрки паянхи пурнăçра чи кирли. Ял çамрăкĕсемпе ытларах çак тĕллевпе ĕçлетпĕр. Ун пек чухне преступлени тăвакансем те чакĕç. Кĕрешỹ мелĕсене алла илсе ачасемпе район, республика шайĕнче çĕнĕ çитĕнỹ тăвас ĕмĕт вара иксĕлми.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Авангард



28 октября 2022
14:36
Поделиться